Çутă черккине тытма пĕлес пулать…

Çутă черккине тытма пĕлес пулать…

Чăваш халăх юрринчи маларах тăтăш илсе кăтартнă асап=шăпа йĕркисемпе усă курса хамăр кĕскен каланă шухăшсене вĕçлемеллех пулĕ. Ку çиччĕмĕшĕ, маншăн, хамăрăн пурнăçа çав тери çĕнтерÿллĕн йыхравлама чĕнекенсер, пĕртте ăмсану çулĕпе уттарасшăн мар. Иртнĕ кунсене аса илсе, хальхисене çыпăçтарса «Çутă черккине тытма пĕлес пулать…» тесе каланипе кăмăла епле хускатмаллине те пĕлейместĕп. Эх, çав икĕ ураллă çынна тăватă ураллă тăвакан «çут(ă) черкке»? Çут тĕнчере этеме çапла ташлаттараканни, ÿкерекенни, хурлантараканни татах та пур-ши? Пулĕ! Анчах та савăнмалăх сăлтав шыранă чух, вăл епле тухса ларнине сисейместпĕр вĕт. Тепĕртакран вара вăл пирĕн çине пит ытарлăн пăхма пуçлать, хăй хăлаçланмасăрах тикĕс çултан пăрма пуçлать,  йăрăс çынна «хăйĕн йÿççийĕпе» авса хума та ÿркенсе тăмасть. Капла вара темле ĕçчен çынна та («Ĕçчен çын валли ĕçчен кун пĕр вĕçĕмсĕр») хăйĕн пĕр тикĕс çыранĕнчен тĕртсе кăларать. Хăш чух пĕрре кăна та мар. Анчах та ытти пĕлтерешлĕ уявсенче, хаваспа тулнăскерсенче, çав ăмсанăçа пĕртте уяма пĕлмесен, каллех, тен нимпе хуратайми таранах, хăйĕн тарам ĕçне тăвать. Те этеме ытлашши «шеллесе», те вăхăтлăх шанăç пÿрсе, куçа курăнман «намăс тенкине» çакса та ярать. Пур вĕт-ха çав йĕкĕлтев черккине пĕртте алла тытман çынсем, халăхсем? Вĕсене çакнашкал вĕчĕлтеттерекенни пачах кирлĕ мар. Шат урă пурнăç йĕркипе, ăна пит юратса, пĕр шăв-шав тумасăр ытлăн=çитлĕн утма тăрăшаççă вĕсем… Эпир вара мĕнрен кая? 

Çутă черккине тытма пĕлес пулать,

Тытма пĕлес пулать анчах мар:

Тытма пĕлес пулать, ĕçме пĕлес пулать -

Унсăрăн пуçна çухатан.

(Шутларăм та, кунашкал хĕлĕх йĕркесемпе (вĕсем темле таткаланчăк пулчĕç пулин те) сăмахăма вĕçлес теместĕп, тепĕр йĕрке те тупăп=ха. Тăван халăх юррисенче чуна ыраттарман сăмахсем те çителĕклех вĕт!).

Леонид Петров

Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…

Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать…

Тăван халăха сума сăвас пулать…

Чĕннĕ хăнине килме пĕлес пулать…

Ылтăн тыррине акма пĕлес пулать…



13 июля 2023
13:02
Поделиться