Тăван халăха сума сăвас пулать…

Çак кунсенче чăваш халăхне ырăпа аса илекенсем ытти чухнехинчен самай нумайрах пулчĕç пек туйăнать. Хамăр патăмăрта та, хăш=пĕр кÿршĕре пурăнакансем патĕнче те, Мускавпа Питĕрте те. Тăван халăх хăйĕн таланчĕсене еплерех чыслани те çакна тепĕр хут çирĕплетсе кăтартрĕ. Пирĕн ăшсенче упранакан ырăлăх вăл хĕрÿ хĕвел хĕртнĕ пекех ялан сиплет. Малашне те çаплах пулĕ.
Темле каласан та, эпир пурте пĕр сак çинче ларатпăр вĕт. Шăкăл=шăкăл калаçса пурăннине мĕн çиттĕр. «Хурăн шывĕ шерпет пек, хамăр тăван ылтăн пек». Шутласан, пĕрле=ĕçсе çиесси те пит кирлĕ пулĕ. Анчах та савăнса, ырă курса пурăнасси тухăçлă ĕçлесе пымасан ниепле те пулаймĕ. Ял пурнăçĕнчи тата хула пурнăçĕнчи улшăнусем еплерех пулса пынине, тепĕр хут аса илтермесĕрех, пит лайăх курса тăратпăр. Пурнăçăн кашни çĕнĕ хунавĕ савăнтарать, кĕсенĕ=çăпанĕ хурлантарать. Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть. Ÿркевленни – тăварсăрах çитерет пуль çав. Пăтăрмахлă самантсем кăна ан пулччăр урăх ĕнтĕ. Эппин, алă кăнтарса хăлаçкаланакансем мар, çивĕчленсе вĕренсе, ăсланса çитнисем ытларах кирлĕ пек туйăнать халĕ пушшех те. Самани те тÿлек пултăр, пурин те чипер çулпала çÿремеллех пултăр!!! Уявсенче, ĕçлĕ калаçусенче ыррăн шăтни те веçех хунавлă пултăр тетпĕр.
Тăван халăха сума сăвас пулать,
Сума сăвас пулать анчах мар:
Сума сăвас пулать, ыр ĕç тăвас пулать -
Унсăрăн ятна çухатан.
Леонид Петров
Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…