Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать…

Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать…

Ку йĕркесемпе вара, чун-чĕре тĕпĕнчисемпе, кашниех темĕн тăршшĕ вĕçĕ=хĕррисĕр, тем тĕрлĕ хаваслă та тавлашуллă «çула тухма» пултарать. Халĕ çырма лартăм та, пĕрремĕш хут иккĕлентĕм, тен, пулни-иртнисене ĕнере хăварса, кантăк чаршавне каç пулсан карнă пек, аса илÿсенче  çеç хăвармалла?

Анчах та тăван халăх ку юрă сăмахĕсемпе пылак ĕмĕтсене мала кăларса пур кăмăлĕпе çунатне сарман пулсан, тен, эпир те килейместĕмĕрччĕ пулĕ çут тĕнчене? Камăн ăшĕнче çуралнă-ши чи малтан çак хăш чух çăмăллăн вылянакан «савнă» тата «савнă мăшăр» текен тĕлĕнмелле хитре сăмахсем? Кашниех темĕн те тĕр тупма, вĕçĕ=хĕррисĕр каласа кăтартма пултарать пулĕ çак çут тĕнчен пĕр чĕптĕмĕ çеç пулакан асамĕпе мăнаçĕ пирки. Пĕрин вăл куллен чуна кăварлантаракан çут ĕмĕтпе чăн=чăн килпетлĕ пурнăç  варкăшĕ, теприн, тен, нихçан каçарми, тĕл пултарайми пĕчченлĕх чĕтревĕпе ĕсĕклевĕ. Темшĕн, пачах та кун=çул нуши тесе те калас килмест ăна… Ун пек чухне куççÿль вара теме те сÿнтерет, теме те вăратать, теме те сиплет.

Вĕçлетĕп, каламалли=çырмалли темĕн чухлех пулин те (теприсем нумай çырса кайнине пит юратмаççĕ!). Эсĕ вулакан, вăл ТЕЛЕЕ тупрăн пулсассăн, ăна хăвах малалла хушса хума, е пĕртте сÿнтермесĕр  янраттарса  пыма пултаратăн…

Пурне те пирĕн чун=чĕресенче упранакан ырри вара кун кунлама сывлăх патăрччĕ тесе калатăп. Хăлхара вара, пĕр вĕçĕм, «Чечек» ятлă юрăç «Ан йĕр» текен кĕвĕ чуна шăнтмалла куççÿльлентерсех янраса «лăпкать»… Эсир те чипер тăрăр!

Эппин пурте эпир, кипкепе çуралнăскерсем, пурнӑҫри хӗвӗшӳре ӗмӗрхи хумсене тивлетлĕн аса илтерекен юрăсемпе пурăнатпăр пулсан, кирек епле кĕвве те ăнланма пултаратпăр.   Пирӗн ялан юратуллă куҫа уçаканнисем (сӳнтерекеннисем мар!) тата  чуна чӗртекен ҫынсем юнашар пур пулсан, шанчăка çухатмасăр пурăнăпăр.

 

Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать,

Тупма пĕлес пулать анчах мар:

Тупма пĕлес пулать, савма пĕлес пулать -

Унсăрăн тусна çухатан.

Леонид Петров

Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…



07 июля 2023
10:10
Поделиться