Ылтăн тыррине акма пĕлес пулать…

Ылтăн тыррине акма пĕлес пулать…

Чăвашсен, нимле чăрмавсене  туймасăр=пĕлмесĕр, чуна илĕртекен ĕçсем нумаях та мар пулĕ. Анчах та чи явапли, чи пĕлтерĕшли вăл, паллах, тата темле пытанчăклă шанăç кÿрекенни, ÿпкев=тиркевсĕр ĕçлетерекенни, сĕтел çине кукăль=пÿремеч килсе ларттараканни – ылттăн пучах. Ун пирки вара савăк юрăсем те самай. Чи малтан, иртнĕ кунсене вăратса,  И. Вдовина юрланă «Уя тухсан мĕн сас лайăх» юрри аса килчĕ. Хамăра хирте курмастпăр-ши тата ун пек чух?

Пирĕн чунсенче упранакан  тыр=пулпа çыхăннă аса илÿсем нихçан та асран тухмаççĕ, вĕт (Хăшĕ=пĕрин пирки, тен,  каярах çырăп та).  Çÿллĕ те çăра çитĕнсе ÿссе кайнă ыраша «çăтнă» чух моторне  ытларах чăхăмлаттаракан комбайн сасси, шăркана ларнă ыраш пуссин техĕмлĕ йÿ! варкăшĕ, йĕтем çинче пĕр чарăнми ĕçленĕ чух хĕрсем, хĕр=арăмсем шăрантаракан хаваслă юрă…

«Турра шанса сулхăнта выртакан пĕр татăк çăкăрсăр юлнă» тесе те чăваш ахальтен каламан-тăр. Кашни çĕн кун тыр=пул çитĕнтерекене ыррăн калаçтарать, çĕнĕлле шухăшлаттарать, çут çанталăкпа пĕр килтерсе пурăнма вĕрентет.  Нумайăшне вара «ыйткаласа» пурăнмалла мар ĕçлеттерет те…

 

Ылтăн тыррине акма пĕлес пулать,

Акма пĕлес пулать анчах мар:

Акма пĕлес пулать, пухма пĕлес пулать -

Унсăрăн ырлăха çухатан.

Леонид Петров

Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…

Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать…

Тăван халăха сума сăвас пулать…

Чĕннĕ хăнине килме пĕлес пулать…



12 июля 2023
11:27
Поделиться