Чĕннĕ хăнине килме пĕлес пулать…

Ир=ирех хăна, хăнана каясси, хăнана чысласси пирки калаçакансем паян та пулĕç. Çавăнпа пĕрлех тата тăтăш аса илекен «ку пурнăçра эпир хăнара çеç!» тени, темшĕн, пуçăмран пĕртте тухмасть. Пирĕнтен пачах килмен пурнăç театрĕ çапларах пулĕ вăл.
«Хăна» вара чăваш пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ сăнарсенчен пĕри пек те туйăнать. Чăваш пек хăнана юратакан, пăхакан, сăйлакан татах та пур, паллах. Шав ĕçлет, тăрмашать вăл, анчах та ĕмĕрсен тарăнăшĕнчен килекен ку ырă «хăна» йăлине пур енчен те çирĕп тытса пырать, чĕресенче пуррине пĕтĕмпех кăларса хурать, тĕпелте мĕн пуррине пĕтĕмпех кăларса лартать. Иртнинчен тата лайăхрах хăналасси пирки пĕр вĕçĕмсĕр шухăшлать.
Хăш чух вара чунăмăрсене пĕрме те манса каятпăр пулас. Хăнана кайса килни, хăнана кĕтсе илнисем пирки аса илмеллисем кашнин асĕнче темĕн чухлĕ çырăнса юлнă. Малашне те çак ырă йăла=йĕркене пăхăнса ирттернисем пĕрре кăна мар пулĕç. Таçта шалти сас вара çынни хăй пĕчченçĕ пулсан та: «Яланах хатĕр!» – тесе пит ирĕклĕн те çĕкленÿллĕн калать. Ас тăвăр , ыр çын патне хăни чĕнмесĕрех пырать…
Чĕннĕ хăнине килме пĕлес пулать…
Килме пĕлес пулать анчах мар:
Килме пĕлес пулать, кайма пĕлес пулать –
Унсăрăн чысна çухатан.
Леонид Петров
Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…
Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…