Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…

Турă лашине кӳлме пĕлес пулать…

Аван-и!!!

Сывлăх сунатăп пурне те!!!

Умĕн калани. 

Темле самантра та, çынна, вĕрентекене, тен, шкул ачине те çутă тунсăхран хăтăлма пулăшакан кĕвĕ=юрă пур пек туйăнать. Ун пек чухне чи малти вырăна, паллах, халăх юррисем тухаççĕ. Вĕсем вĕт юнпа, чунпа хывăннăскерсем. Акă, пĕр юррине илсе эпир, иртнĕ тата хальхи кунсене вăратса, пĕр самантлăха чарăнса тăрăпăр та, кăмăл витĕр кăларса, хăш=пĕр йĕркисене тепĕр хут кĕскен  аса илĕпĕр: 

  1. Турă лашине кӳлме пĕлес пулать… 

Халăх юрринчи çак йĕркесене курсассăнах хитрелетнĕ пĕкĕ çинчи йĕс шăнкăрав сасси чуна вăратмаллах янраса илтĕннĕ пек туйăнчĕ… Манăн ăшра унăн кĕвви те, те чуна çемçетсе, те ăна пăлхантарса, ут=пÿ тăрăх чупса кайрĕ. Çапла вăл, пурнăçри хăш=пĕр ырă самантсене аса илетĕн те, ун çине таса шанăçпа çĕнĕрен пăхма пуçлатăн. Ăнсăртран мар пулĕ ку. Кашнин чунĕнчех, йывăр-и, çăмăл-и сана çак самантра, куçа курăнман пĕр хăпайми витерекен шухăш=сисĕм сăрхăнать.

Эппин, эсĕ те кăмăлна чĕртнĕ паян иккен, çуллахи кун хавасĕпе пĕр килтерсе малалла çирĕппен утма пуçлатăн. Ырă ĕмĕтсене пилĕксене авсах, тен, шăпапа та пĕр килтерсе, паян та, ыран та туллин палăртнă çĕрелле çитермелле пултăр тетĕн… 

Турă лашине кӳлме пĕлес пулать,

Кӳлме пĕлес пулать анчах мар.

Кӳлме пĕлес пулать, тытма пĕлес пулать

Унсăрăн çула çухатан.

Леонид Петров

(малалли пулать)



05 июля 2023
11:14
Поделиться