Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать…

Тарăн шухăша яракан, кунашкал туйăмлă йĕркесем, пире хăш чух тÿрлетме тивĕçлисем те,  чăваш халăх юррисенче темĕн чухлех. Хăшне=пĕрне эпир халĕ те çителĕклĕн ăнлантарман пек туйăнать мана. Ку илсе кăтартнă йĕркесенчи сăмахсене, хальхи куçпа пăхсан,  мĕнлерех пит ансатлăн ăнлантарма пулать-ши тата?

Акă, «пурçăн», пулăвĕпе перссем патне илсе каяканскер,   пĕрре пăхсан, пит ансат пĕлтерĕшлĕ сăмах пек. Анчах та Н.И. Ашмарин словарĕнче илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен  чăваш пурнăçĕнче вăл еплерех вырăн йышăннине каласа та пĕтереймĕн: «Пилĕкĕрте пиçиххи, пиçиххи, йĕпкĕн-хура пурçын мар», «Пурçăм туттăр пирĕн аки», «Вырăсла хапха тăррине пурçун тутăр çакрăм» (хĕр йĕрри), «Пирĕн пичче сар лашине сар пурçăнпа чăпарланă» (хĕр йĕрри), «Пурçăн (так!) тĕввисем час саланмĕç, пире çырнисем çухалмĕç»… Юррине юрланă чух е ăна итленĕ чух шăпа пире пĕр хурлантарать, пĕр тĕнче нуши=хурине куç умне кăларать, тен, этем пĕччен пурăнмалла маррине аса илтерет... 

«Тутăрне» тенине ахаль кĕртмен ку йĕркесене. Вăл кунти пĕтĕм шухăш шăнăрĕ шутланать.  Малалла каллех Н.И. Ашмарина йĕрлĕпĕр: «Тутăр тесе кунта чăваш тĕртсе тăваканнине калаççĕ, а платок – йавлăк. Так как для девочек не так зазорно показывать волосы, то для них достаточно и «тутăр». Тотăр=пĕлĕш, так назыв. близких знакомых. Тотăр-пĕлĕш (тотăр-пĕлĕше) – ратне полмасăрах ĕçкĕ=çикĕ пĕрле ĕçсе çисе порнакан çынна калаççĕ». 

«Çыхма» сăмах та ку асамлă йĕркесенчи шăрçалакан, çав хушăрах пĕтĕм  шухăша «тумлантаракан» анлă сарăлнă тĕвĕ. «Хрантсуски йавлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухса курмастăр». Тĕрĕссипе, хальхи мода мĕнле кăна тутăр-сурпан çыхтармасть хĕр ачасене, пикесене, хĕр=арăмсене? 

«Пĕлес пулать» тени те хамăрăн пурнăçа перекетлĕ пĕлсе пурăнмалла тенине пĕлтермест-ши шăпах çÿлерех илсе кăтартнă юрă йĕркисенче пĕринчен? Темле пире пĕрлештерекен хавас та пур вĕсенче. Куçпа виçейми, ăс=тăнпа парăнса пурăнмалли  катана та чĕнет вăл…

Пит кĕскен, вăт, эпир хамăр шухăша çапларах уттарса çÿренишĕн пит ытлашши ан тĕлĕнĕр вара! 

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать,

Çыхма пĕлес пулать анчах мар:

Çыхма пĕлес пулать, çума пĕлес пулать -

Унсăрăн тĕсне çухатан.

Леонид Петров

(малтанхи)

(малалли пулать)



06 июля 2023
10:01
Поделиться