«Пĕрле ларса калаçар-ха» рубрика

«Пĕрле ларса калаçар-ха» рубрика в рамках республиканского проекта «Янăра, чăваш чĕлхи!» («Звучи, чувашский язык!»)

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине сывлăх, ăс-тăн, телей сунать. Ачасем çут тĕнчене тÿрех сывлăхлă, ăслă, телейлĕ килеççĕ-ши? Мĕн тесен те, пуррине те салатма пулать, ҫуккинчен те пур тума пулать. Мĕнле ачана эпир ăслă ача тетпĕр? Çынна мĕн илем кÿрет? Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс пулать-ши? Мĕнле чĕлхе вăл тăван чĕлхе? Пирĕн ачасем кăна мар, мăнуксем те чăвашла калаçчăр тесен мĕн тумалла?

Ҫакă тата ытти ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Rutube-каналта «Пĕрле ларса калаçар-ха» рубрика уçать. Ăна чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырĕ. Вăл Тăван чĕлхе, çав шутрах вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен Раççей шайĕпе иртекен ăста урокĕсен конкурсĕн «Ăста вĕрентекен» номинаци çĕнтерÿçи, «Чăваш Енри патшалăх организацийĕсенчи чи ăста вĕрентекен» конкурсăн çĕнтерÿçи, Вырăс патшалăх чĕлхи тата Раççей Федерацийĕ халăхĕсен тăван чĕлхисене вĕрентекенсен меслетлĕх ĕçĕсен конкурсĕн лауреачĕ, Чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ.

14.10.2022 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» çĕнĕ ярăм пăхма сĕнетпĕр

3.11.2022 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн иккĕмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

19.11.2022 - Вышел новый выпуск рубрики «Пĕрле ларса калаçар-ха!»

30.11.2022 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн тăваттăмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

26.01.2023 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн черетлӗ кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

18.03.2023 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн улттăмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

08.04.2023 - Вышел седьмой выпуск рубрики «Пĕрле ларса калаçар-ха!»

02.05.2023 - «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн саккăрмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

02.09.2023 - Республиканский проект «Янăра, чăваш чĕлхи!» продолжает свою работу

25.11.2023 - Республиканский проект «Янăра, чăваш чĕлхи!» продолжает свою работу