«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн тăваттăмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн тăваттăмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Rutube каналĕнче «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн тăваттăмĕш кăларăмĕ тухрĕ. Ярăма чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырать. Вăл Тăван чĕлхе, çав шутрах вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен Раççей шайĕпе иртекен ăста урокĕсен конкурсĕн «Ăста вĕрентекен» номинаци çĕнтерÿçи, «Чăваш Енри патшалăх организацийĕсенчи чи ăста вĕрентекен» конкурсăн çĕнтерÿçи, Вырăс патшалăх чĕлхи тата Раççей Федерацийĕ халăхĕсен тăван чĕлхисене вĕрентекенсен меслетлĕх ĕçĕсен конкурсĕн лауреачĕ, Чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ.

Ираида Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче ачасемпе аслисен хутшăнăвне, чăвашлăха кăтартакан видеороликсемпе усă курать. Иртнĕ кăларăмри видеороликра Элĕк районĕн Ефремкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракан Елена Семенова пулчĕ, Вăл пилĕк ача пăхса ÿстернĕ, халĕ унăн 15 мăнук.

Паянхи видеороликра 10 чӗлхене яхӑн пӗлекен Вячеслав Яковлевич Платонов куҫаруҫӑ «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра калаҫнӑ сыпӑка илсе панă.

«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн тăваттăмĕш кăларăмне https://rutube.ru/video/76193ce1ddbc21fd358ec067ec63ef2a/ ссылкăпа пăхма пулать.

Çĕнĕ хыпарсемпе сайта, «Контактра» хутшăну тетелĕн «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» тата «ЦНППМ «Ашмарин-центр» ушкăнĕсене кĕрсе паллашăр.



30 ноября 2022
10:29
Поделиться