«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн черетлӗ кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Rutube каналĕнче «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн пиллӗкмӗш кăларăмĕ тухрĕ. Ярăма чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырать.
Ача ҫуратнӑ кашни хӗрарӑмах «Анне» сӑмаха илтме тивӗҫлӗ-и? Мӗнле пулмалла-ши анне сӑнарӗ? Эпир, паянхи чӑваш амӑшӗсем, хамӑр ачасене Чӑваш ҫӗрне савма, тӑван чăваш чĕлхине юратма, унпа калаҫма вӗрентетпӗр-и?
Ҫак ыйтусем тавра пулӗ паянхи калаҫу.
Ираида Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче ачасемпе аслисен хутшăнăвне, чăвашлăха кăтартакан видеороликсемпе усă курать.
Паянхи видеороликра Элӗк районӗн Ефремкасси шкулӗнче чылай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ Елена Тимофеевна Ильина пулӗ, вӑл вӗрентекенӗсене те, хӑйӗн ачисене те чӑваш чунлӗ, халӑха юрӑхлӑ ҫынсем тӑвас тесе чунне парса тӑрӑшнӑ
«Пĕрле ларса калаçар-ха" ярӑмӑн пиллӗкмӗш кӑларӑмне https://rutube.ru/video/2b7169f00aef51db7eb3a75a7da04d9b/ ссылкăпа пăхма пулать.
Кӑларӑмпа паллашӑр, хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерӗр.