«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн иккĕмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Rutube каналĕнче «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн иккĕмĕш кăларăмĕ тухрĕ. Ярăма чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырĕ. Вăл Тăван чĕлхе, çав шутрах вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен Раççей шайĕпе иртекен ăста урокĕсен конкурсĕн «Ăста вĕрентекен» номинаци çĕнтерÿçи, «Чăваш Енри патшалăх организацийĕсенчи чи ăста вĕрентекен» конкурсăн çĕнтерÿçи, Вырăс патшалăх чĕлхи тата Раççей Федерацийĕ халăхĕсен тăван чĕлхисене вĕрентекенсен меслетлĕх ĕçĕсен конкурсĕн лауреачĕ, Чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ.
Ираида Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче ачасемпе аслисен хутшăнăвне кăтартакан, чăвашлăха кăтартакан видеороликсемпе усă курать. Паянхи видеороликра Шупашкар хулин «Ровесник» культура керменĕн «Пилеш» ача-пăча фольклор ушкăнĕ сăпка юрри юрлать.
«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн иккĕмĕш кăларăмне https://rutube.ru/video/eca5bb2ab8deff70ce9e5b7ad881bf01/ ссылкăпа пăхма пулать.
Çĕнĕ хыпарсемпе сайта, «Контактра» хутшăну тетелĕн «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» тата «ЦНППМ «Ашмарин-центр» ушкăнĕсене кĕрсе паллашăр.