«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн саккăрмĕш кăларăмне пăхма сĕнетпĕр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Rutube каналĕнче «Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн саккăрмĕш кăларăмĕ тухрĕ. Ярăма чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрĕ йĕркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ертсе пырать.
Ираида Васильевна ку кăларăма И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа, аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Халалĕнчи тăван халăх «хушшинчен тухса çутăлнă çынсем» çинчен çырнă йĕркесене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Кăларăмра Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн сенаторӗ Николай Федоров Федераци Пухӑвӗнче тухса калаҫнӑ, А.Г. Николаев космонавт 70 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ видео тата Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаковпа калаҫнӑ интервью сыпӑкӗсӗмпе усӑ курнă.
«Пĕрле ларса калаçар-ха!» ярăмăн саккăрмĕш кăларăмне https://rutube.ru/video/private/dad1565739287279ef4f734b7dde130b/?p=tUFkzuH3cD1o5MPu-svvoA ссылкăпа пăхма пулать.