Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026 - Всечувашский диктант
2026 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗсен конкурсĕ иртет.
Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – халăхĕсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ çинчен калакан илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.
Конкурс кĕретсӗр иртет. Конкурса хутшăнакансен https://forms.yandex.ru/u/69c0ce6a90290277678e502d/ ссылкăпа ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ çинчен калакан текст ярса памалла. Текстра 130-150 сăмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшăннисен ӗҫӗсене тишкерсе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире çырма пĕрне суйласа илеççĕ. Конкурса хутшăннисене сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерĕсен списокне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтне https://chrio.rchuv.ru/ лартаҫҫӗ.
Конкурса йĕркелекенсемпе çыхăнмалли информаци: тел/факс – 8 (8352) 58-47-19 (106).
Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!
Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.