Пĕтĕм чăваш Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă диктант çырчĕ

Пĕтĕм чăваш Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă диктант çырчĕ

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2026» акци иртрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Диктанта икĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm, 95,9 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайчĕпе Интернетри хутшăну  тетелĕсенче лартнă аудиофайла итлесе çырма пултарчĕç.

Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш наци библиотекинче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, чăвашсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче çырчĕç.

Акцие шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет (чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури, истори, математика, технологи, биологи), пуçламăш классенче вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен педагогĕсем, библиотекарьсем, музей ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ.

Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 11630 çын хутшăннине палăртрĕ:

Чăваш Республикинчен – 8922 çын;

Чĕмпĕр облаçĕнчен – 1043 çын;

Пушкăртстан Республикинчен – 810 çын;

Тутарстан Республикинчен – 785 çын;

Иркутск хулинчен – 30 çын;

Самар облаçĕ – 12 çын;

Питĕр хули – 10 çын;

Екатеринбург хулинчен – 5 çын;

Сургут хулинчен – 5 çын;

Мускав облаç ĕнчен – 1 çын;

Францирен – 1 çын;

Ханты-Манси автонми облаçĕ – 5 çын;

Францирен – 1 çын;

регион палăртманнисем – 19 çын.

Хальлĕхе çитеймен, уçăлайман е вуланайман çырусем те пур, вĕсемпе малалла ĕçлĕпĕр.

«5» илнисен тулли списокне лартайманшăн каçару ыйтатпăр, шкулсенче диктант çырса «5» паллă илнисене паянлăха списока кĕртеймерĕмĕр. Диктант çыракансемшĕн результатсем кăсăклă пулĕç тесе малтанлăха çакăн пек список та пулин кăтартас терĕмĕр.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăннисене, акцие йĕркелесе пулăшакансене, диктант тĕрĕслеме пулăшнă экспертсене чĕререн тав тăватпăр!

Сегодня, 23 апреля 2026 года, в целях создания условий для сохранения, изучения, развития и популяризации чувашского языка состоялась образовательная акция – Всечувашский диктант «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026», посвященная Дню чувашского языка, Году единства народов России и Году дружбы народов в Чувашской Республике.

По предварительным данным, в акции участвовали 11630 человек, из них

из Чувашской Республики – 8922;

из Ульяновской области – 1043;

из Республики Башкортостан – 810;

из Республики Татарстан – 785;

из Иркутска – 30;

из Самарской области – 12;

из Санкт-Петербурга – 10;

из Екатеринбурга – 5;

из Сургута – 5;

из Московской области – 1;

из Ханты-Мансийского автономного округа – 5;

из Франции – 1;

не указавшие регион  – 19.

Список написавших диктант на «5»