Пĕтĕм чăваш диктантне пĕтĕмлетрĕмĕр

Пĕтĕм чăваш диктантне пĕтĕмлетрĕмĕр

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци иртрĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пĕтĕмпе 14653 çын çырчĕ:

Чăваш Республикинчен – 11676 çын;

Чĕмпĕр облаçĕнчен – 1159 çын;

Пушкăртстан Республикинчен – 874 çын;

Тутарстан Республикинчен – 828 çын;

Иркутск облаçĕнчен – 30 çын;

Самар облаçĕнчен – 27 çын;

Ленинград облаçĕнчен – 10;

Санкт-Петербург хулинчен – 10 çын;

Екатеринбург хулинчен – 5 çын;

Сургут хулинчен – 5 çын;

Мускав облаçĕнчен – 1 çын;

Ханты-Манси автономи облаçĕнчен – 5 çын;

Францирен – 4 çын;

регион палăртманнисем – 19 çын.

Диктант результачĕсем çакăн пек:

«5» паллăлăх 4010 çын çырнă (пĕтĕмĕшле хисепрен 27,4% );

 «4» паллăлăх 7167  çын çырнă (пĕтĕмĕшле хисепрен48,9%);

«3» паллăлăх 3274 çын çырнă (пĕтĕмĕшле хисепрен 22,3%);

«2» паллăлăх  202  çын çырнă (пĕтĕмĕшле хисепрен  (1,4%).

Диктант çырса «5» илнисен тулли списокĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Диктант иртни çинчен https://disk.yandex.ru/d/NUEysVWbWoqTwA ссылкăпа пăхса паллашма пултаратăр.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăннă, акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнă çынсене, диктант тĕрĕсленĕ  экспертсене пурне те чĕререн тав тăватпăр!