«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ: диктант аудиофайлĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ: диктант аудиофайлĕ

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăваш пурăнакан пĕтĕм ял-хула Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктантне» çырать. Диктант 13.00  сехетре пуçланать.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

Пĕрремĕш мел: Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта Чăваш наци радиовĕн 95.5 Fm, 105.0 Fm тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта, çавăн пекех Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тÿрĕ эфир» каçăпа кĕрсе итлеме пулать. Диктан аудиофайлне 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтне те вырнаçтаратпăр.

Диктант аудиофайлĕ

Бланк

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çурчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.

Диктант çырма 2026 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13.00 сехетре палăртнă.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах чăвашлăха аталантаракан, тăван халăхăн чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре çитĕнӳ тунă, ырă ĕçсемпе палăрнă чăваш халăхĕн хастар ывăлне-хĕрне диктант сăн-сăпачĕ пулма палăртатпăр. 2025 çулта çак ята виçĕ ача амăшĕ, «Салтак хастарлăхĕшĕн» («За воинскую доблесть»), «Паттăрлăхшăн» («За отвагу») медальсене, Паттăрлăх орденне (Орден мужества) тата ытти наградăсене тивĕçнĕ харсăр офицер мăшăрĕ тата волонтёр, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Атнар ялĕнче çуралса ӳснĕ Кристина Егорова медицина сестри тивĕçрĕ.

Кăçал вара Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чӑваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн ҫулталӑкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци сăн-сăпачĕ пулма Ирина Лампасова маттур пикене палăртнă. 

Лампасова Ирина Алексеевна 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. 1999–2007 çулсенче Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта, 2007–2009 çулсенче Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн икĕ факультетне (историпе филологи (2009–2014) тата управлени (2010–2015)) харăсах вĕренсе пĕтернĕ.

2014 çултанпа Чăваш патшалăх наци телерадиокомпанийĕнче вăй хурать: Чăваш наци радиовĕн редакторĕ, унтан – музыка редакторĕ, халĕ – Наци телевиденийĕн аслă редакторĕ. Вăл культурăпа музыка енĕпе пысăк пахалăхлă та пĕлтерĕшлĕ передачăсене хатĕрлеме хутшăнать. Радиопа янăракан «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Асăмри юрăсем», «Янра, юрă» хит-парад, «Чунра юрă шăрансан», «Тĕплĕ калаçу», «Хамăрăннисене пăрахмастпăр», «Пĕр кăкран» тата телекурав мелепе эфира тухакан «Ир пулсан», «Ырă кăмăлпа» передачăсене радио итлекенсемпе телекуравçăсем яланах хапăл туса йышăнаççĕ.

И.А.  Лампасова Санкт-Петербург, Тюмень, Стерлитамак, Пенза, Самара, Нефтеюганск, Севастополь, Оренбург, Бишкек тата ытти хуласенчи ентешсем патне культура мероприятийĕсене темиçе хутчен те кайса килнĕ. Хăйĕн материалĕсенче вăл республикăн нумай енлĕ пурнăçне сăнлать. Унăн передачисем çивĕчлĕхпе тата кулленхи пурнăçпа тачă çыхăннипе, шухăша тӳррĕн каласа панипе палăрса тăраççĕ.

Ирина Алексеевна ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене пулăшас тĕллевпе ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăнать. Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хастар» çамрăксен комитечĕн председателĕ пулать. Вăл тĕрлĕ шайри официаллă тата культура мероприятийĕсем ирттерет. Çавăн пекех спортпа туслă: ăмăртусене хутшăнать, çитĕнӳсем тăвать. Наци телерадиокомпанийĕн команди «Советская Чувашия» хаçат парнишĕн иртекен çăмăл атлетика эстафетинче пиллĕк çул умлă-хыçлă çĕнтерет. Ирина «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» (ГТО) комплексĕн нормативĕсене пурнăçласа кĕмĕл значока тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине (2024), Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине (2019), Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине (2009, 2011, 2014, 2021, 2023), Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне (2015) тивĕçнĕ. Куçма Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ (2025).

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (8352) 58-47-19 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри;

89677946646 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ;

8(8352) 22-63-50 (1312; 1304) – Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин ертӳçи;

8 (8352) 45-93-90 (3150) – Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ.

8(8352) 23-02-17 (147) – Соловьева Галина Павловна, Чăваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертӳçи. 

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!