Пĕтĕм чăваш диктантне «5» паллăлăх çырар!
Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче инçет мелпе консультаци ирттерчĕ, ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара кĕрет заняти иртрĕ.
Чи малтанах пухăннисене Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская саламларĕ, акцин тĕллевĕпе задачисем çинчен аса илтерчĕ, пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ.
Ун хыççăн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пынипе орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илчĕç, ытти çулсенче çырнă диктантсенче тĕл пулнă йăнăшсене тишкерчĕç.
Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет, 13.00 сехетре пуçланать.
Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!