Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер-и?

Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер-и?

2026 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ĕç йĕркелÿ комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ларура «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртнĕ конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан 40 çын хутшăнчĕ, вĕсем йышĕнче – чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, ача сачĕн воспитателĕсем, вӗренӱ ӗҫӗн ветеранӗсем, редакторсем.

Конкурса ярса панă 40 текстран Алиса Миронова çырни тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕç. Конкурса халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ çинчен калакан текст хатĕрлесе хутшăннисене ака уйăхĕн 23-мĕшĕ хыççăн сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

Ларăва пуçтарăннисем диктант пирки информацин массăллă хăтĕрĕсенче пĕлтерессипе, тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли занятисем ирттерессипе, чăвашсем пурăнакан вырăнсене информаци çитерессипе, тĕрĕслекенсен йышне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче занятисем (консультацисем) çак кунсенче ирттеретпĕр:

  • ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 14.00 сехетре – инçет мелпе (консультацие хутшăнмалли ссылка: https://bbb-chrio.ru/rooms/wpl-dgc-ceo-jto/join);
  • ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 14.00 сехетре – кĕрет мелпе (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 312-мĕш ауд.).

Орфографипе пунктуацин тĕп правилисене аса илер, тĕрĕс çырма хăнăхар!

 

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2026» акци ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет.

Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар!