«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

Раççей Федерацийĕнчи халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-мĕшпе 6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç

Конкурса хутшăнакансем «Чăваш Енĕм – килĕшӳ çĕр-шывĕ», «Ман шкулти халӑхсен туслӑхӗ», «Тус тени ěмěрлěх пултăр» тата «Раҫҫей халӑхӗсен мана килĕшекен уявӗ» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5-мĕшпе 6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 42 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Пушкăрт тата Тутар Республикисен шкулĕсенче вĕренекен 3 ача пулчĕ.

Конкурса хутшăнакан ачан йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе хăй суйласа илнĕ темăна уçса памалла пулнă. Текста вуламасăр каласа пама пĕлмелле.

Тĕпрен илсен, ачасем хăйсем калакан текста аван пĕлеççĕ. Камера умĕнче калаçас хăнăху аталанса пыни курăнать. Артистла тыткалама тăрăшни сисĕнет. Аслисем тăрăшса, ятарласа хатĕрленĕ ачасем хăйсене ирĕклĕн тытма, лайăх калаçма пултараççĕ. Конкурсантсем хушшинче пĕтĕм текста тенĕ пекех вуласа паракансем те пулчĕç. Хумханнипе çухалса кайма пулать, çавăнпа хутран-ситрен текст çине пăхса илнине жюри пайташĕсем тиркемерĕç, анчах та вуласа кăтартни уççăн курăнакан ачасен ĕçне хакланă чух балсене чакарчĕç. Ачасем хушшинче текстăн шухăшне ăнланмасăр, суя пафоспа вуланисем пулчĕç.

Ачасен тавра-курăмĕ аталантăр, çын умĕнче тухса калаçас хăнăху пултăр тесен илемлĕ литература ытларах вулама хăнăхтармалла, хайлавсене рольпе вулаттармалла, текстăн шухăш тĕшшине тупма вĕрентмелле.

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕнче сăвă каламалла маррине те хăшĕ-пĕри ăнланман. Хăйсен шухăшне çирĕплетме пĕрер çавра усă курнишĕн жюри пайташĕсем балл чакармарĕç, анчах та пĕтĕмпех сăвă каласассăн е роликăн пысăк пайне сăвă йышăнать пулсассăн пысăк балл лартса хакламан. Çавăнпа малашне учительсем конкурса пысăк яваплăхпа хутшăнасса шанатпăр.

Çамрăк ораторсем пурте пултаруллă, вĕрентекенсен вĕсене кăшт ытларах тимлĕх уйăрмалла, положенипе тĕплĕн паллашмалла, вара ачасенчен халăх умне тухса илемлĕ калаçма пултаракан, камерăран вăтанман чăн-чăн сцена ăстисем пулĕç.

Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ министерствин дипломне тивĕçрĕç. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăннă кашни ачана Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сертификатне пама йышăннă.

Документсем хатĕрри çинчен информаци заявкăра кăтартнă электрон адреспа ярса пама палăртнă. 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем: 

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ 

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru 

Çĕнтерÿçĕсемпе призĕрсен списокĕ