«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ - до 27.02.2026

Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире 5–6-мĕш классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ пуçланнине аса илтеретпĕр. Кăçал ăна Раççей Федерацийĕнчи халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă.

Конкурс тӗллевӗсем:

- ҫамрăк ӑрӑва патриотсем пулса ӳстересси, хӑйсен ҫӗр-шывне, тӑван кĕтесне юратма, тăван халӑхăн культура эткерлӗхне хисеплеме вĕрентесси;

- вулама, кӗнекепе кӑсӑкланма, литература тӗнчипе хутшӑнма хăнăхтарасси;

- илемлĕ, туйăмлă каласа кăтартас, халӑх умӗнче калаҫас хӑнӑхусене йӗркелесси;

- вӗренекенсен ӑс-хакӑл, пултарулӑх тата эстетика аталанӑвӗ урлӑ чӑваш чӗлхине вӗренес кӑсӑклӑха упраса хӑварасси тата аталантарасси.

Конкурса Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫей Федерацийӗн чӑваш халӑхӗ йышлă пурӑнакан регионӗсенчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 5-мĕшпе 6-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ.

Округ администрацийĕсен Конкурсăн муниципалитет шайĕнчи çĕнтерӳçисене нарăс (февраль) уйăхĕн 17-мĕшĕччен палăртмалла.

5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ӳсĕмĕнчи икĕ ушкăна пайланаççĕ. Вĕсем çак темăсене ирĕккĕн суйласа илме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ:

- «Чăваш Енĕм – килĕшӳ çĕр-шывĕ» / «Чувашский край – земля дружбы и согласия»;

- «Ман шкулти халӑхсен туслӑхӗ» / «Дружба народов в моей школе»;

- «Тус тени ěмěрлěх пултăр» / «Пусть дружба длится на века»;

- «Раҫҫей халӑхӗсен мана килĕшекен уявӗ» / «Мой любимый праздник народов России».

Çĕнтерӳçĕсем иккĕмĕш, республика шайĕнчи, тапхăрта тупăшаççĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ нарăс (февраль) уйăхĕн 27-мĕшĕччен ирттерет.

Пурне те конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр! 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru 

Тĕплĕнрех конкурс положенийĕнче паллашма пулать.