«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...» акцие хутшăнма чĕнетпĕр

«Çакă çутă тĕнчере вăйли  çук та этемрен...»  акцие хутшăнма чĕнетпĕр

Чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Слакпуç ялĕнче çуралнă. Пултаруллă сăвăç çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа 2025 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Çакă çутă тĕнчере вăйли  çук та этемрен» акци ирттерет. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарать.

Акцие хутшăнакансен К.В. Иванов хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсене вуласа видео çине ÿкерсе илмелле те акăçутăтĕнчере, етсильнеечеловека хештегсемпе Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи»  ушкăна (https://vk.com/club201526545) е ытти хутшăну тетелĕсене вырнаҫтармалла.

Акцие хутшăнакансене сертификат параççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон – 8(8352) 58-47-19 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри).