«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...» акцие хутшăнма чĕнетпĕр
Чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Слакпуç ялĕнче çуралнă. Пултаруллă сăвăç çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа 2025 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» акци ирттерет. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарать.
Акцие хутшăнакансен К.В. Иванов хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсене вуласа видео çине ÿкерсе илмелле те #çакăçутăтĕнчере, #нетсильнеечеловека хештегсемпе Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăна (https://vk.com/club201526545) е ытти хутшăну тетелĕсене вырнаҫтармалла.
Акцие хутшăнакансене сертификат параççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8(8352) 58-47-19 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри).