«Хунав» фестивалĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр!

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасен «Хунав» фестивальне пĕтĕмлетрĕ.
Фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин 25 муниципалитетĕнчен тата Тутар Республикин ача сачĕсенчен «Илемлĕ – чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе пурĕ 72 видеосюжет килчĕ.
Жюри членĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, фестивале хутшăнакансен пултарулăхĕ çулсерен ÿссе пынине палăртрĕç. Кăçалхи çул лайăххисен (çĕнтерӳçĕпе призёрсем) шутĕнче 23 номер. Çак номерсенче 150 яхăн ача пултаруллă пулни палăрчĕ.
Фестивале хутшăннă ача сачĕсене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçĕр малашне те ăнса пытăр!
Дипломсем каярах пулĕç. Вĕсене килсе илмелли çинчен информаци http://chrio.rchuv.ru/ сайтра пулĕ. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ. Хăйсен хуçисем патне заявкăра кăтартнă адреспа çу уйăхĕн 29-мĕшĕччен çитеççĕ.
Оргкомитетăн çыхăну мелĕсем:
E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@mail.ru .
Телефон: 8(8352)45-99-96.