Чи маттур ачасене «Хунав» фестиваль йыхравлать!
Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль ирттерет.
Мероприятие йĕркелесе пыраканĕ – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ.
Фестиваль виçĕ номинаципе иртет:
- «Илемлĕ чăваш юрри» (Красива и звучна чувашская песня)
- «Асамлă юмах тĕнчи» (Волшебный мир сказок)
- «Янра, сăввăм, хыттăнрах» (Звучи, мой стих, сильнее).
Фестивалĕн 1-мĕш тапхăрне (муниципалитет тапхăрĕ) хутшăнма кăмăл тунă пур ачана та йышăнаççĕ. Заявкăсене вĕренӳ организацийĕн (ача сачĕсен) ертӳçисем алă пусса çирĕплетеççĕ, вырăнти район/хула администрацийĕн вĕренӳ пайне 2024 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен ярса параççĕ.
Фестивалĕн 2-мĕш тапхăрне (республика тапхăрĕ) районта е хулара çĕнтерӳçĕ пулнă ачасем хутшăнаççĕ.
Мероприяти çинчен тĕплĕнрех пĕлме конкурс положенийĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Оргомитетпа çыхăнмалли мелсем:
e-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352)45-99-96.