Г.Н. Айхин иккĕмĕш çырăвĕ

1979 çулхи июлĕн 18-мĕшĕ, Лемболово (Ленинград айккинче)
Хаклă Александр Павлович!
Сирĕн умăрта та, аттен ырă ячĕ умĕнче те питĕ айăплă пултăм, халиччен те атте сăн ÿкерчĕкĕсемпе çырăвĕсен копийĕсене ярса параймарăм. Çырăвĕсене «ксерокс» машинипе копи тутарма чылай чăрмавлă пулчĕ, çавă тытса тăчĕ.
Сăн ÿкерчĕксен копийĕсене те нумерлесе хăваратăп. Тен, чылай çынсен ячĕсене, датăсене мана пĕлтерме ерçейĕр? Ку енĕпе М.С. Кольцова, Именькассинче манăн аттепе пĕрле ĕçленĕскер, питĕ пулăшма пултарать. Вăл халь Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнать. Мария Степановна патне эпĕ тепĕр эрнерен çыратăп. Пуштă кунти дачăллă вырăнтан эрнере пĕрре каять, паян çырса ĕлкĕреймерĕм, фотокописем те ярса парăп, сирĕнпе çыхăнма ыйтăп. Дачăна çемьепе çак эрнере килтĕмĕр, арăм августра Мускава таврăнмалла, хам эпĕ, тен, октябрьчченех кунта пулатăп пулĕ, ĕçлемелли питĕ нумай – Чувашгиз валли хамăн сăвăсен кĕнекине тата Польша поэчĕсен пысăк антологине вĕçлесе-хатĕрлесе çитермелле. Эсир ман пата Мускав адресĕпех çырăр. Хуравăра питĕ кĕтетĕп!, – пур корреспонденцие те унта ман пата вăхăтра çитерсе тăраççĕ.
Тĕлĕнмелле этемĕн шăпи! Ку дача – карелсен çĕрĕ пулнă вырăнта 1940–1941 çулсенче пирĕн çемье Карелире пурăннă. Пирĕн çавăн чухнехи станцине кунтан 2 сехетре çитме пулать. Юнашарах – тахçан аттепе пĕрле пурăннă вырăн. Çав вăхăт чи хаклă тĕлĕк пекех юлтăр тесе, ачалăхăн кунти çĕрне кайса курас мар терĕм. Юнашар сисĕнсе тăни те пăлхантарать.
Сăн ÿкерчĕксене пăха-пăха та чылай пăлханатăп: ăçта-ши вĕсем, хăйсен сăнĕсене хăварнă çынсен пичĕсемпе чунĕсем? Пире юратнисем, лăпканисем, ĕмĕтленнисем, пурнăçа юратса пăлханнисем? Вăрçăран таврăнманнисем мĕн чухлĕн пулма кирлĕ... Тинкеретĕн те çав сăнсене, этемĕн пурнăçĕ çĕр çинче иртсе кайнипех вĕçленмест пулĕ тетĕн, пурнăç пĕлтерĕшĕ вилĕм хыççăн та юлать пулĕ, теесех килет. Унсăрăн ăнланма та çук çак сăн ÿкерчĕксене, çырусене…
Кун пек материалсем тата та пур. Кирлĕ пулсан, каярахпа каллех кописем тума пулать.
Мария Степановнăпа, тен, Эсир те пуштă урлă çыхăнма, е курнăçма май тупайăр?
Манăн йăмăкăн «Авангард» хаçатра пĕлтĕр пичетленсе тухнă ятлă очеркĕ пурах-тăр Сирте? «Салтак çырăвĕсем»...
Шăхальте атте Вазинге[1] хушаматлă тăлăх çамрăка питĕ юратнă, ăна эпĕ хам та кăштах, тĕлĕкри пек астăватăп. Эсир пĕлнĕ-и, астăватăр-и ăна?
Каçарăр, васкаса çырма лекрĕ. Сирĕн çырăвăра питĕ кĕтетĕп.
Сире чĕререн тав туса, чун лăпкăлăхĕпе çирĕп сывлăх сунса:
Геннадий Айхи.
Р.S. Манăн «Чĕрĕ тĕвĕ» кĕнекене ярса панăччĕ-ши эпĕ Сире? – пĕлтерĕр. «Венгри поэчĕсене» ярса панă пек астăватăп.
Г.А.
[1] Вазинге Ефим Яковлевич, 1919-мĕш çулта çуралнă. Усрава илнĕ тăлăх ача пулнă. Вăрçăччен шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1939 çулхи ноябрĕн çирĕм улттăмĕшĕнче салтака илсе кайнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Брест крепоçне хÿтĕлесе пуçне хунă.