Çил-тăманра та çĕн сывлăша кĕтсе чунне вăратакан Айхи

Çил-тăманра та çĕн сывлăша кĕтсе чунне вăратакан Айхи

Юлашки вăхăтра Ю.Н. Исаев (ăна эпир çыравçă пек те пĕле пуçларăмăр), ăслăх ĕçĕсемсĕр пуçне, умлă=хыçлă темиçе кĕнеке пичетлесе кăларчĕ: «Виç кĕтеслĕ çырусем», «Вăрçă. Паттăрлăх. Ĕмĕрлĕх астăвăм», «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем»…

Вĕсенче авторăн хăй курса=илтнисем, ытти ирĕклĕ шыравсем те  пулчĕç пулĕ. Çапах та тăван тавралăхпа, пултаруллă çынсемпе  çыхăннă истори докуменчĕсене, архив материалĕсене, аса илÿсене, çырусене илсе кăтартни, вĕсене çине=çинех асăнни тĕрлĕ  вăхăтри иртнĕ ĕмĕтсене тепĕр хут чĕртсе тăратнă пекех туйăнчĕ. Вĕсем, этем чунĕнче пулнăскерсем, тен, хамăрăн пуласлăх тÿпине те сăн кĕртме пулăшĕç.

Сире, вулаканăм, куç тĕлне пулнă икĕ çырупа паллаштарас тетпĕр. Унта ытларах çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тупсăмсем пирки сăмах пырать пулас…

Малтанах Ю.Н. Исаев çапларах çырнипе паллашăпăр: 

Александр Павлович Исаев (1924–1986) Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурăннă, тăван ялĕнчех ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

Сăваплă А.П. Исаев таврапĕлÿçĕ тăван çĕр=шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă. Вăрçă хыççăн тăван ялĕнче пĕр вăхăт «Восход» колхоза ертсе пынă. Каярах шкула ĕçлеме куçнă, куçăн мар вĕренсе аслă пĕлÿллĕ пулса тăнă. Нумай çул хушши физика предметне вĕрентекен учитель, директор  пулса  ĕçленĕ.

Шкулта ĕçленĕ чухне вăл таврапĕлÿ ыйтăвĕсемпе, пултаруллă çынсен пурнăçĕпе кăсăкланнă, чылай материал пуçтарса хăварнă. Ытларах, паллах, вăрçă ветеранĕсем çинчен, вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхе куçне хупнă салтаксем çинчен материалсем пуçтарнă, нумай организацисемпе çыхăну тытнă. Çав çыхăнусенех пула, ман шутпа, Геннадий Николаевич Лисинăн (Айхин ашшĕ – Николай Андреевич Лисин) хăш çапăçура вилнине, ăçта пытарнине тупса палăртнă.

Хăй вăхăтĕнче Николай Андреевич Лисин Александр Павлович Исаева шкулта вĕрентни çыруран паллă. Тен, çавăнпа вăл учителĕн çул-йĕрне шыраса тупас тесе нумай вăй хунă. Николай Андреевич репрессие лекни те хăратман тĕпчевçĕне. Сăмах май каласан, А.П. Исаевăн ашшĕ те, тăрăшуллă хресчен пулнăшăн репрессие лекнĕскер, тĕрмерех çĕре кĕнĕ. Ниме пăхмасăр, никамран хăрамасăр 1955 çулта тĕрлĕ çĕре çырусем çырса вăл Павел Макарович Исаевăн таса ятне çиеле кăларнă.

Александр Павлович архивĕнче эпĕ Геннадий Николаевич янă икĕ çыру çеç тупрăм.

Çыхăну тытас шухăша таврапĕлÿçĕ хăйех хускатнă пулас. 1974 çулччен поэт А.П. Исаев пирки пĕлменни çыруран лайăх курăнать. Апла пулин те, çак хыпаршăн Геннадий Николаевич питĕ хĕпĕртет, тăван патне çыру çырнă пекех, ăшă сăмахсемпе çыру шăрçалать.                                                 

 

Г.Н. Айхин пĕрремĕш çырăвĕ. 

1974, сентябрĕн 23-мĕшĕ.  Мускав.        

Хаклă Александр Павлович!

Чун-чĕререн пысăк тав Сире мана питех те хумхантарнă çырăвăршăн!

Çĕньялта пулнă чухне Сирĕн çинчен пĕлнĕ пулсан, эпĕ, паллах, Сирĕн патăра çитеттĕмех. Шел, пĕлеймерĕм.

Сирĕн çырăвăр мана епле пăлхантарса, тĕлĕнтерсе яни çинчен каласа пама сăмахăм çитес те çук. Вуланă чух хам куçăма хам ĕненмерĕм теме те пулать.

Аттене, уйрăлас умĕн, эпĕ яланлăха юратса юлма, астуса юлма та ĕлкĕрнĕ. Вăл халь те куçăм умĕнчех… Мана хут вĕрентме те, вырăс чĕлхине кăштах ăнкарма та, ăна-кăна, питĕ кирлĕ япаласене ăнлантарса хăварма та ĕлкĕрнĕ вăл. Вăл вилни çинчен хăрушă хыпар çитсен, нихăçан иртми тунсăх пуçланни çинчен, çав тунсăх халĕ те нихçан та иртменни çинчен те – çырас пулсан – вĕçĕ-хĕррисĕр çырмалла.  Çав тунсăх – манăн чылай сăвăсенче те пур, – унччен тухнисенче те, халь пичетленекен, пиллĕкмĕш сăвă кĕнекинче те. Атте çырăвĕсене те пурне те халичченех упратăп: «Ученику I-го класса Лисину Геннадию» тесе адресленисем те пур, сăн ÿкерчĕкĕсене те...

«Похоронен в г. Демидове Смоленской области», – тесе çырнăччĕ хăрушă извещенире... Халиччен çакна çеç пĕлнĕ эпĕ, урăх – нимĕн те пĕлмен.

Халь, акă, атте вилтăприйĕн сăн ÿкерчĕкĕ çинчен вулатăп. Тĕлĕнсе, ахлатса ятăмăр йăмăкпа пĕрле. Нивушлĕ? Нивушлĕ аттен вилтăприйĕ çак çĕр çинче пур? Нивушлĕ унăн тăпри умне çитсе чĕркуçленме май пур?... Пĕтĕм туйăмсене, чун-чĕрен пĕтĕм пăлханăвне пĕлтерме сăмах та çитмест. Кĕскен çеç, пĕтĕм чĕререн ыйтатăп, тархасшăн, пĕлтерĕр-ха мана?

Камсем, мĕнле ырă çынсем, ырă ачасем манăн аттен вилтăприне тупнă? Епле, хăçан? Çав çынсене, çав ачасене – çĕре çитиччен таймапуçăм!

Эпĕ атте тăприне курма каяс пулсан, ун патне еплерех çитмелле-ши, еплерех унăн тăприне тупмалла-ши? Тата питех те, питех те, чунтан ыйтатăп, атте вилтăприйĕн сăн ÿкерчĕкне, копи туса, ман пата ярса параймăр-и? Питех те, питех те кĕтетĕп!

Атте пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпĕ, май килнĕ таран, пултарнă таран, пĕтĕм материалсене пухса пынă. Сирĕншĕн, сирĕн шкулăршăн интереслĕ пулсан, вĕсене те, аттен хăш-пĕр сăн ÿкерчĕкĕсен копийĕсене те Сирĕн патăра ярса пама пултарăттăм.

Сирĕнпе, ман аттен вĕренекенĕпе, тăванла тĕл пулса калаçасчĕ. Çитес çул тăван яла çитессе шансах тăратăп, – вара – курнăçăттăмăрах! Мускава килес пулсан, ман пата çитеймĕр-и, чĕререн кĕтнĕ хăна пулăттăрччĕ пирĕн кил-йышшăн!

Сирĕн хуравăра питех те, хумханса кĕтĕп! Чĕререн тав туса, ырлăх-сывлăх сунса: Геннадий Айхи (малалла Мускаври адресне кăтартнă – Л.П.) 

Ю.Н. Исаев ятарласа хушса кăтартни: Лисин Николай Андреевич (1904–1943), коммунистсен партине кĕмен отделени командирĕ, кĕçĕн сержант, Смоленск облаçĕнчи Демидово хулин анăç енче 1943 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче фашистсемпе çапăçса пуçне хунă. Демидов хулин иккĕмĕш масарĕнче пытарнă. - МЕМОРИАЛ электронлă ресурс тата Чăваш кĕнеке изд-ви кăларнă «Астăвăм», 1995.

Геннадий Николаевич Айхи хăй панă тĕрлĕ интервьюсенче ашшĕ çинчен тĕлĕнсе каймалла ăшă сăмахсемпе аса илет. … Унăн ашшĕ, Николай Андреевич учитель пулнă.  1934-мĕш çулта, пĕр çулталăка яхăн Улатăр тăрăхĕнче тĕрмере (лагерьте) айăпсăр ларнă. Сăвăсем çырнă, вырăссен литература классикĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Хăш-пĕр сăввисене тĕрлĕ литература альманахĕсенче пичетленĕ. Митта Ваçлейĕпе тус-юлташлă пулнă. Мĕн пĕчĕкренех ывăлне тĕрлĕ ярăмсем çырма хăнăхтарнă: «Ывăлăм, эсĕ, эпĕ пĕлетĕп, çыракан çын пулатăн. Эсĕ суйласа илекен тĕрĕслĕхе шыракан çул – йывăр çул. Çыракан çын çулĕпе пыма нумай пĕлмелле, культура шайĕ çÿлте пулмалла», – тенĕ. Геннадий Айхи: Разговор на расстоянии: Статьи, эссе, беседы, стихи. – СПб.: Лимбус Пресс, 2001. – 304 с. Свободная мысль, 1997: «В России я обязан быть и переживать ее судьбу…»).

Çÿретĕп çĕрĕпе Смоленск таврашĕнче…

Сив çил юрпа перет, ура айне чăмать,

Çапах утатăп эп хир варринче пĕччен.

                   * * *

Таçта çак çĕрсенче аттеçĕм çывăрать,

Çÿретĕп çавăнпа, юра ашатăп эп.

 Йĕри-тавра  сĕм каç, çил-тăвăл ахăрать.

                                                               1953.

 

(малалли  пулать)



18 августа 2023
08:42
Поделиться