Чăвашлăха упракан çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса хутшăнма чĕнетпĕр

Чăвашлăха упракан çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса хутшăнма чĕнетпĕр

Чăваш эткерне упракан чи пултаруллă çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса кĕтетпĕр. Конкурса хутшăнас текенсенсен материалĕсене (заявка, видеоролик т.ыт те) 2023 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/631883a26ea7390a5edc400e/ адреспа йышăнаççĕ.

Видеороликра аслă ăрури çынсем ачасене калаçăва хутшăнтарнине кăтартса памалла.

Конкурса тăратнă материал чăвашла пулмалла.

Конкурс номинацийĕсем:

1) «Манăн вĕрентекен» (Мой учитель) (харпăр хăйĕн педагогĕ е ертӳçи (наставникĕ) çинчен ӳкернĕ видеороликсем: кăмăллă аса илӳ, кăсăк ĕç, тав тăву т.ыт.те.)

2) «Туслă çемьере çитĕнни – телей» (Счастье – это дружная семья) (аслă тата çамрăк йăхсен ĕçне-хĕлне кăтартнă май ачасен пуплевне аталантаракан ролик). 

Тулли информаципе паллашмалли ссылка https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/29/chvashlha-uprakan-emjesen-nesl-etkerlh-konkurs-pul .



11 мая 2023
09:50
Поделиться