Чăвашлăха упракан çемьесен «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурсĕ пуçланчĕ

Тăван чăваш чĕлхине вĕренес тата чăвашла пуплеве халăхра сарас, ҫемьере сыхласа хăварас, çамрăк ăрăва ăс парса вĕрентнĕ май ҫемьен, тăван чĕлхен, халăх йăли-йĕркин пĕлтерĕшне ӳстерес тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ «Несĕл эткерлĕхĕ» (Наследие рода) конкурс ирттерет.
Конкурса чăваш эткерне упракан чи пултаруллă çемьесем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурса хутшăнас тесен аяларах палăртнă номинацисенчен пĕрне суйласа илсе аслă ăрури çынсем ачасене калаçăва хутшăнтарнине кăтартса паракан видеоролик хатĕрлемелле:
«Манăн вĕрентекен» (Мой учитель) (харпăр хăйĕн педагогĕ е ертӳçи (наставникĕ) çинчен ӳкернĕ видеороликсем: кăмăллă аса илӳ, кăсăк ĕç, тав тăву т.ыт.те.)
«Туслă çемьере çитĕнни – телей» (Счастье – это дружная семья) (аслă тата çамрăк йăхсен ĕçне-хĕлне кăтартнă май ачасен пуплевне аталантаракан ролик).
Конкурса тăратнă материал чăвашла пулмалла. Тăсăмĕ – 5 минутран ытла мар.
Видеоролика yandex е mail тӳлевсĕр усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла, унтан 2023 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/631883a26ea7390a5edc400e/ адреспа кĕрсе заявка тăратмалла, видеоролика вырнаçтарнă ссылка тата квитанци ярса памалла.
Конкурс тулевлĕ. Хакĕ 250 тенкĕ.
Тулли информаципе паллашма конкурс положенине тимлĕ вулама сĕнетпĕр.
Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:
Телефон 8(8352)45-99-96 (регион аталанăвĕн центрĕ),
e-mail: chrio4@rchuv.ru; chrio18@rchuv.ru.