Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестиваль - 17.02.2024
2024 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестиваль иртет. Фестивале йĕркелекенсем – Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
Фестиваль тĕллевĕпе задачисем:
- Чаваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси;
- Ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
- Шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси;
- вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.
Фестивальте Чаваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртаççĕ.
Хăнасен, ăмăртăва хутшăнакансен пурин те фестиваль вĕçлениччен чăваш тумĕпе пулмалла.
Фестиваль ăмăртăвĕсем:
«Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани);
«Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);
«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи ачасем тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташши ташлани);
«Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);
«Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерни);
«Ăста аллинче ĕç вылять» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен алă ĕçĕ тума вĕрентекен ăсталăх класĕ)
«Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен ача хăйĕн çемйипе пĕрле хутшăнса хÿтĕлени).
Фестиваль çак адреспа иртет: Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕ, Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерÿ лапамĕ, 3-мĕш çурт (Красночетайский муниципальный округ, с. Красные Четаи, пл. Победы, д. 3).
Ыйтса пĕлмелли телефонсем
8-987-120-33-45 – Архипова Вероника Николаевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор ĕçĕсене тăваканĕ
8-917-663-75-94 – Яруськина Светлана Вадимовна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор çумĕ
8-927-859-93-78 – Мидакова Наталья Васильевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор çумĕ
8-965-686-52-08 – Васильева Марина Николаевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен
8-967-794-66-46 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ