«Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» - 08.09-22.10.2023
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерет.
Конкурса 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарать.
Видеороликсен содержанийĕ шкул ачисен ӳсĕм шайне тивĕçтермелле, унти материал уроксенче усă курма вырăнлă пулмалла. Ĕçсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ: чăвашла мультфильм, анимаци, слайдсене чăвашла сасăлани, видеофрагметсем т.ыт.те.
Видеоролика yandex е mail тӳлевсĕр усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла, унтан 2023 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/64f19b2c6938725d0e8aa0bd/ адреспа кĕрсе заявка тăратмалла, видеоролика вырнаçтарнă ссылка, конкурсантăн даннăйĕсемпе усă курма ирĕк паракан заявлени тата квитанци ярса памалла.
Тулли информаципе паллашма конкурс положенине тимлĕ вулама сĕнетпĕр.
Йĕркелӳ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352) 45-99-96
08.09.2023 - «Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурса хутшăнакансене хапăл тăватпăр!
13.11.2023 - «Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурс çĕнтерӳçисене саламлатпăр