«Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурс çĕнтерӳçисене саламлатпăр

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ.
Жюри икĕ теçеткене яхăн ĕç пахаларĕ, конкурса тăратнă материалсем пурте уроксенче, шкул çулне çитмен ачасемпе ирттерекен занятисенче усă курма юрăхлине палăртрĕ. Ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: кĕске метражлă кинофильм евĕр ӳкернисем, мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, ӳкерчĕксен ярăмĕнчен йĕркеленĕ видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем т.ыт те.
Конкурсантсем ĕçе тĕплĕн туни курăнчĕ, çапах та хăш-пĕр ĕçсем конкурс условийĕсене тивĕçтермен пирки (сăн ӳкерчĕксем анчах пулни, сасă тата видео пахалăхĕн шайĕ çителĕксĕр пулни т.ыт.те) çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен шутне кĕреймерĕç.
Конкурса малашне хутшăнас кăмăллă хастар вĕрентекенсемпе ачасене темиçе сĕнӳ парас килет:
1) видеоролик хатĕрленĕ чух çутта (чӳречене) хирĕç ӳкермелле мар; автор сăмахĕсене калакан ачан тĕп вырăнта, малта, тăмалла мар, унсăрăн вăл тимлĕхе хăйĕн çине туртать, роликри сăнарсем кайри плана куçаççĕ; телефонпа ӳкерес пулсан ăна вертикальлĕ мар, горизонтальлĕ тытса ӳкермелле;
2) текста вуланă чух сасса пĕр тикĕс, интонаци улăштармасăр хатĕрленĕ роликсене пысăк хак пама çук;
3) хатĕр мультфильма илсе чăвашла сасăлани пархатарлă ĕç, паллах, чăваш çыравçисен хайлавĕсене «чĕрĕлĕх кĕртни» вырăнлăрах пулать.
Жюри пайташĕсем 2 çĕнтерӳçĕпе 8 призёра палăртрĕç.
Конкурса хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Дипломсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелӳ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352) 45-99-96