Интернет-олимпиада по чувашскому языку, литературе, КРК, посвященная 175-летию И.Я. Яковлева - 29.11.2023

29.11.2023 - 5-11-мĕш класра вĕренекенсене интернет олимпиадăна чĕнетпĕр!

2023 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе Интернет олимпиада ирттерет.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкисене чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/6542357150569034b7cb028b/ ссылкăпа ямалла. Каярах килнĕ заявкăсене йышăнмаççĕ.

Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-мĕш–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕнетпĕр.

Олимпиада ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура виçĕ категорипе:

o   5–6-мĕш классенче вĕренекенсем,

o   7–8-мĕш классенче вĕренекенсем,

o   9–11-мĕш классенче вĕренекенсем,

тăван чĕлхене пĕлнин шайне кура – икĕ категорипе иртет:

- чăваш чĕлхи пĕлекенсем валли (чăваш шкулĕсем валли),

- чăваш чĕлхине начар пĕлекенсем валли (вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли).

Тулли информаципе олимпиадăн положенийĕнче паллашма пулать.

Ăнăçу сунатпăр! 

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru .

Телефон: 8(8352)45-99-96.

08.12.2023 - Олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр