Олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ.
Олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен пилĕк çĕр ытла ача хутшăнчĕ, çав шутра – республика тулашĕнчен – 20 ача.
Пĕтĕмĕшле илсен, интернет олимпиадăна кăçал пысăк хастарлăхпа Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Вăрнар, Вăрмар, Куславкка, Йĕпреç, Патăрьел, Çĕрпÿ, Етĕрне, Муркаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсен шкул ачисем хутшăнчĕç.
Хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн жюри ачасенчен ытларахăшĕ тĕрĕс хуравланă ыйтусем тест формипе тунисем пулнине палăртрĕ.
Йăнăшсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхин нормисене пĕлменнипе тата вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулаççĕ.
Йăнăшсем мĕн тумаллине тимлĕ вуламаннипе те пулчĕç.
Хăш-пĕри компьютерсене чăваш шрифтне лартман. Интернет уçлăхĕнче чăваш раскладки пур программа тупас пулать.
Тĕпрен илсен, олимпиада аван иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен шутне 5-6-мĕш классенче вĕренекен 144 ача, 7-8-мĕш классенче вĕренекен 127 ача, 9-11 классенче вĕренекен 63 ача кĕчĕ.
Олимпиадăна хутшăннă мĕн пур ачана, вĕрентекене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.
Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа ярса параççĕ. Документсене декабрĕн 18-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелÿ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,
телефон: 8(8352)45-99-96,
e-mail: chrio18@rchuv.ru .