2023 çулхи «Хавхалану» фестивалĕ - сентябрь-октябрь 2023

Шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикăн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçне-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерет.

Фестивале пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, библиотекарьсем, культура организацийĕнче ĕҫлекенсем, шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ тата кăмăл пур ытти ҫынсем хутшăнма пултараҫҫĕ.

Кăҫал фестивале хутшăнакасем 2 номинацире вăй виҫме пултараççĕ:

  • «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ»,
  • «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав».

Фестиваль материалĕсене юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/64ef335584227c0b6ad85ba5/ ссылкăпа йышăнаççĕ.

06.09.2023 - 2023 çулхи «Хавхалану» фестивалĕнче кĕтетпĕр

Прикрепленные файлы

Положение о конкурсе ХАВХАЛАНУ
Скачать
(pdf,   541,65 Kb)