«Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерӳçисен чыславне чĕнетпĕр

«Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерӳçисен чыславне чĕнетпĕр

Кăçалхи «Хавхалану» фестивале Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракансен тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.

Мероприяти «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ», «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав» номинацисемпе иртрĕ.

Фестивале пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ организацийĕсенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене 2023 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче Шупашкар хули, Мичман Павлов урамĕ, 78 çурт) чыслама палăртнă.

Мероприяти 13.00 сехетре пуçланать.

«Хавхалану» фестивале шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле кашни çулах ирттерет. 

Чыслав пирки ыйтса пĕлмелли мелсем:

89176578801 Петрова Людмила Николаевна, Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ,

8(8352)45-99-96 – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

e-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru .



Прикрепленные файлы

СПИСОК
Скачать
(pdf,   246,2 Kb)
24 октября 2023
13:55
Поделиться