Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем чăвашла диктант çырчĕç
2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Раҫҫей – халӑхсен ҫурчӗ» проекта тĕпе хурса хамăр çĕр-шыв талккăшĕпех Раҫҫейре пурăнакан халӑхсен чӗлхисемпе пĕрремĕш хут диктант иртрĕ.
Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене тата Пӗтӗм тӗнчери хут пӗлӳлӗх кунне халалланă ĕçе ҫыракансем Чӑваш Енри Халӑхсен Туслӑхӗн çуртне пухăнчĕç. Диктант чăвашла пулчĕ. Унта хула ҫыннисем, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем, вӗренекен ҫамрӑксем хаваспах хутшăнчĕç. Вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем пысăк йышпа пычĕç, пархатарлă ĕçе хавхалануллă кăмăлпа пурнăçларĕç.
Диктантăн тĕп темине Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн Ҫулталӑкне халалланă. Чи пӗлтерӗшли вара – вырӑс чӗлхине Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шайĕнче, республикăсен официаллӑ статуслӑ чӗлхисене, ҫав шутрах Ҫурҫӗр, Ҫӗпӗр тата Инҫет Тухӑҫри сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисене те тивĕçлипе аталантарасси пулса тăрать. Çавӑнпа пĕрлех тĕрлĕ вырăнсенче пурăнакан халăхсен тӑнӑҫлӑхӗпе килӗшӗвне ҫирӗплетесси.
Уйрăмах Расул Гамзатовăн (шăпах тата паян унăн çуралнă кунĕ) çак сăмахĕсем чĕресене хумхатса вырнаçрĕç: «Ман халӑхӑн, кашни кӗнекемӗн халĕ икӗ анне. Пӗрремӗш анне – çуралнă кĕтес. Кунта эпĕ тӑван сӑмаха пӗрремӗш хут илтнӗ, калаҫма-ҫырма вӗреннӗ. Вӑл манӑн ӳтпе юнӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗ. Кунта эпӗ хамӑн пӗрремӗш юрра шӑрантартӑм, пӗрремӗш хут шывпа ҫӑкӑр тутине туйрӑм. Ача чухне шĕвĕр чулсем тăрăх выляса чупрăм. Вĕсемпе урана суранласан тӑван кӗтес шывĕ, курӑкĕ сиплерӗ. Манӑн иккӗмӗш анне – аслӑ Раҫҫей. Вӑл мана ура ҫине тӑратрӗ, ҫунатлантарчӗ, анлӑ ҫул ҫине кӑларчӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑха çĕклерĕ».
«Паян çакнашкал пысăк йышпа чăвашла диктант чунтан çыратпăр пулсассăн ыранхи шанчăк çухалмĕ. Çамрăк ăру та тăван чĕлхепе калаçма ăнтăлĕ», –. терĕ веренÿ институчĕн наципе регион компонентне аталантарас енĕпе ĕçлекен проректор Инесса Ядранская.
Тăван чĕлхепе çакнашкал диктантсем çырас йăлана малашне анлă сармаллине палăртрĕç Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çуртне пухăннисем.