Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем чăвашла диктант çырĕç
2026 ҫулхи сентябрӗн (авăн уйăхĕн) 8-мӗшӗ – В.В. Путин Президент Указĕпе килĕшÿллĕн Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх чӗлхисен кунĕ шутланать.
Çав кун «Раҫҫей – халӑхсен ҫурчӗ» проекта тĕпе хурса хамăр çĕр-шыв талккăшĕпех Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисемпе диктант ирттереҫҫӗ. Унăн тĕп темине Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн Ҫулталӑкне халалланă. Чи пӗлтерӗшли вара – вырӑс чӗлхине Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шайĕнче, республикăсен официаллӑ статуслӑ чӗлхисене, ҫав шутрах Ҫурҫӗр, Ҫӗпӗр тата Инҫет Тухӑҫри сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисене те тивĕçлипе аталантарасси пулса тăрать. Çавӑнпа пĕрлех тĕрлĕ вырăнсенче пурăнакан халăхсен тӑнӑҫлӑхӗпе килӗшӗвне ҫирӗплетессине тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.
Диктант куҫӑмсӑр тата онлайн майсемпе иртӗ.
Ăна онлайн мелĕпе вырăс, алтай, пушкӑрт, бурят, тутар, çармăс, чӑваш тата ытти чӗлхесемпе çырма пулĕ.
Чӑваш Енри Халӑхсен Туслӑхӗн çурчĕн конференци залĕнче ку диктанта чăваш чĕлхине сума сăвакан хула ҫыннисем, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем, вӗренекен ҫамрӑксем, шкул ачисем кăнтăрлахи 12 сехетре çырма пуçлĕç. Çак кăмăллă ĕç-пуçа республикăра пурăнакансене пурне те хутшăнма чĕнетпĕр.
Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 514737, 515683.