Чăваш чĕлхине хальхи вăхăтра мĕнле вĕрентмелле: пĕлĕве ÿстермелли курс иртрĕ
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕччен «Культурăсем хушшинчи хутшăну хутлăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç.
Занятисем кĕретĕн те, кĕретсĕр те иртрĕç. Вĕренÿ институтĕнче ирттернĕ занятисенче Анна Егорова доцент хальхи условисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес çул-йĕре уçăмлатрĕ. Практика занятийĕнче вĕрентекенсем республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне тишкерчĕç, тăтăш тĕл пулакан йăнăшсене пăхса тухрĕç, вĕсенчен хăтăлмалли майсене шырарĕç, чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче усă курмалли кăсăклă та тухăçлă мелсене сÿтсе яврĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕлĕве ÿстермелли курс кăсăклă, тухăçлă та усăллă пулнине палăртрĕç.