«Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурса хутшăнма йыхравлатпăр

«Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурса хутшăнма йыхравлатпăр

2026 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 18-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă «Тăван челхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурс иртет.

Конкурса Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс 4 номинаципе иртет:

  1. Пĕлÿ – ăс-хакăл мулĕ (шкул çулне çитмен ачасен ăс-тăнне аталантарасси);
  2. Янра, чăваш чĕлхи, янра (шкул çулне çитмен ачасен пуплевне аталантарасси);
  3. Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах тĕнчи (шкул çулне çитмен ачасене илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси);
  4. Çирĕп вăй-хал – çирĕп сывлăх (шкул çулне çитмен ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталантарасси).

Конкрса хутшăнма çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/69c63b78068ff0e7e94e37b8/ адреспа Конкурс сайтне кĕрсе регистрациленмелле, ĕçсене ярса памалла.

Конкурса шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсене хутшăнма йыхравлатпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

- 8 (8352) 584719 (и.о. зав. кафедрой чувашского языка и литературы Егорова Анна Семеновна), 8(8352) 58-37-89 (139) (методист Петрова Людмила Германовна).

Положени