Шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасен «Хунав – 2026» фестиваль çĕнтерӳçисем паллă

Шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасен «Хунав – 2026» фестиваль çĕнтерӳçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасем валли çулсерен «Хунав» фестиваль йĕркелет. Жюри çак кунсенче пултарулăх ĕçĕсене хакласа пĕтĕмлетрĕ.

Фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин 21 муниципалитетĕнчен тата Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи ача сачĕсенчен «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе пурĕ 96 видеосюжет килчĕ. Çак сюжетсенче 400 яхăн ача пултарулăхне кăтартрĕ.

Кашни номинацире ачасен ĕçне компетентлă жюри хакларĕ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Шупашкар хулин «Ача-пăча (çамрăксен) пултарулăхĕн керменĕн» "Туслăх" хорĕн ертӳҫи Елена Данилова, хореограф, педагог, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова, журналист, сăвăç, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Олег Прокопьев тата Вĕренӳ институчĕн специалисчĕсем ĕçлерĕç. Жюри пайташĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Кăçал лайăххисен (çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен) шутне 26 номер кĕчĕ.

Фестивале хутшăннă ача сачĕсене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçĕр малашне те ăнса пытăр!

Дипломсем ака уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн хатĕр пулĕç. Вĕсене килсе илмелли çинчен информаци http://chrio.rchuv.ru/ сайтра пулĕ. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ. Вĕсене хуçисем патне заявкăра кăтартнă электрон адреспа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен çитерме палăртатпăр.

Йĕркелӳ комитечĕн çыхăну мелĕсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru

Телефон: 8(8352) 584-522, хушма номер 143.



16 апреля 2026
08:49
Поделиться