«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль кăçал 10-мĕш хут иртрĕ
Муркаш муниципалитет округĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 9-мĕш фестиваль иртрĕ. «Чăваш ачи чăвашах» фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш муниципалитет округĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ.
«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ.
Шкул ертӳçи Татьяна Ершова килнĕ хăнасене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская та ку уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш ачи ачаранах чăваш пулса ӳсмеллине палăртса хăварчĕ.
Малалла педагогсемпе вĕренекенсем çак ăмăртусенче «вăй виçрĕç».
- «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнч ĕç, чăвашла уроксем кăтартрĕç.
- «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартрĕç.
- «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртрĕç.
- «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăха аталантаракан чи ăнăçлă проектсене шкул директорĕсем е унăн çумĕсем, ача сачĕн заведующийĕсем хӳтĕлерĕç.
«Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук» çавра сĕтелте чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, ача сачĕн воспитателĕсем, шкул ертÿçисем хăйсен чун ыратăвне, ĕмĕтне каласа пачĕç, хайсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕнле ĕçленине кăтартрĕç, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.
Кашни секци тухăçлă ĕçлерĕ. Калайкасси шкулӗн ертӳҫине Татьяна Аркадьевна Ершовăна, унӑн пулӑшуҫине Эльвира Владимировна Портновăна, шкул ӗҫченӗсене, конкурссене хутшӑннӑ ачасемпе педагогсене, жюри членӗсене, хӑнасене пурне те чĕререн тав тăватпăр.