"Чӑваш тĕнчи" республика фотоконкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ вуннӑмӗш хут ирттернӗ "Чӑваш тĕнчи" республика фотоконкурсне Мускав облаҫӗнчен, Ульяновск облаҫӗнчен тата Чӑваш Республикинчи мӗн пур муниципалитет тата хула округӗнчен 300 яхӑн ӗҫ килчӗ.
Конкурса тӗрлӗ ӳсӗмри фотографсем - ача-пӑча вӗренӳ организацийӗсен воспитанникӗсенчен пуҫласа колледж студенчӗсемпе педагогсем таранах – хутшӑнчӗҫ. Пултарулӑх енчен тупăшакансен тӗп пайĕ – Чӑваш Республикинчи шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен вӗренекенӗсемпе педагогӗсем.
"Чӑваш тĕнчи" фотоконкурс тӗллевӗсем питӗ пархатарлӑ: Чӑваш Республикин историпе культура эткерлӗхӗпе тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхĕпе сӑн ӳкерчӗк урлӑ кӑсӑклантарасси; ачасемпе ҫамрӑксен патриотлăхне, гражданлӑхне, халӑхсен иртнӗ пурнӑҫӗпе хальхи кунӗшӗн мӑнаҫланас туйӑмне аталантарасси; республикӑри интереслӗ те пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен информаци сарасси, конкурсантсен пултарулӑхне тата эстетика туйăмне аталантарасси.
Илеме юратакансем 5 номинацире тупӑшрĕç: «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ», «Ытарайми тăван тавралăх», «Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле», «Эпир – туслă кил-йыш», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм».
Ытти ҫулсенчи пекех республикӑн пĕтĕм районĕнчен те ӗҫсем килчĕç. Эксперт комиссийӗн пайташĕсене кӑҫал ярса панӑ сӑн ӳкерчӗксенчен чи лайӑххисене суйлама çăмăл пулмарĕ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫсен шучӗ пысăк, иккĕмĕшĕнчен (ку савăнтаракан сăлтав) – конкурса хутшăнакансен ӑсталӑхӗ ӳсрĕ. Ĕҫсен жанрĕсем те анлӑ, питӗ ӑнӑҫлӑ коллективлӑ тата харпăр портретсем те пулчĕç.
Паллах, кӗске хаклавра пур ӗҫе те тишкерме май ҫук. Кирек мӗнле тупăшăва е ăмăртăва хутшăнакан çын та хӑйне ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗнче курма ĕмĕтленет. Ҫине тӑрса ӗҫленипе çеç ĕмĕте пурнӑҫа кĕртме май пуррине аса илтеретпĕр. "Чӑваш тĕнчи" конкурса хутшăнма хатĕрленнĕ чух ҫак самантсене шута илме ыйтатпӑр:
- Статикӑллӑ (хытса ларнă) позӑсенчен хăтăлма тăрăшăр (пурте камера объективĕ çине ан пăхăр), аксессуарсемпе усӑ курӑр, куçа шартаракан сар хĕвел çуттинче ӳкерĕнмелле е ӳкермелле мар.
- Ҫынна (ҫынсене) ӳкернӗ чухне сӑн ӳкерчӗксем экспрессиллӗ пулмалла, урӑхла каласан, хусканура сăнламалла.
- Портрет тунӑ чухне модель мимикине сӑнӑр. «Ылтӑн касӑ» («золотое сечение»), симметри, контраст, ҫутӑ саккунӗсемпе пĕлсе усӑ курӑр…
- Пейзаж ӳкернĕ чух тӗрлӗ планпа усӑ курмалла.
- Сӑн ӳкерессипе ҫыхӑннӑ литературӑна (жанрсене, композици саккунӗсене) вулама вӑхӑт тупӑр.
- Шедеврсен пахалӑхне лайӑхлатас тесен фото редакторĕсемпе усӑ курӑр.
- Паллӑ фото ăстисен ӗҫӗсене тишкерĕр, тимлĕн сăнăр.
Экспертсемпе конкурса йӗркелекенсем республикӑри "Чӑваш тĕнчи" фотоконкурса хутшӑнакансене пурне те тав сӑмахӗ калаҫҫӗ, малашне те пӗрле ӗҫлессе шанаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен дипломӗсене тата конкурса хутшӑннине çирĕплетекен сертификатсене конкурса хутшӑнакан заявкӑра кӑтартнӑ электрон почтӑпа 2026 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен çитерме тăрăшăпăр.
Конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗпе ҫыхӑнмалли мелсем:
телефон: 8 (8352) 58-45-22, хушма номер143 (регион аталанӑвӗн центрӗ)
e-mail: chrio18@rchuv.ru, chrio4@rchuv.ru