Элĕк муниципалитет округĕнчи библиотекăсемпе шкулсенчи тĕл пулу
Чăваш Республикин наци библиотеки пуçарнипе Чăваш Енре «Кĕнеке тата театр» ятпа тĕрлĕ тăрăхра паллă пултарулăх ĕçченĕсемпе ăшпиллĕ тĕл пулусем иртеççĕ.
Элĕк тăрăхне çул тытнă сумлă ушкăнпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн вĕренÿпе меслет кăтартĕвĕсен уйрăмĕн тата «Халăх шкулĕ - Народная школа» журнал тĕп редакторĕ Олег Прокопьев та пулчĕ. Вăл тĕл пулăва килнисене хăйĕн нумаях пулмасть пичетрен тухнă «Чăвашăм, пурăн!» савă кĕнекинчи хайлавсемпе тата «Халăх шкулĕ - Народная школа» журналпа паллаштарчĕ. Çак журнал хăйĕн страницисенче вĕрентекенсен статйисене пичетлесех тăрать, ыттисене вĕсен малта пыракан опычĕпе паллаштарать. Унта шкул ачисен чи лайăх ĕçĕсем те (сочиненийĕсем, эссесем, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ хайлавĕсем) кун çути кураççĕ.
Тĕл пулура ачасем те, аслисем те журнал кăмăла кайнине, унпа малашне те çыхăну тытма, ăна çырăнса илме хатĕррине палăртрĕç.
Олег Прокопьев Элĕкри тĕп вулавăша тата Чăваш Сурăм вăтам шкул библиотекине хăйĕн сăввисен пуххине тата «Халăх шкулĕ - Народная школа» журналăн тĕрлĕ номерĕсене парнелесе хăварчĕ.
