Чăваш чĕлхине хальхи вăхăтра мĕнле вĕрентмелле: пĕлĕве ÿстермелли курс иртрĕ
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен «Культурăсем хушшинчи хутшăну хутлăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренчĕç.
Занятисем кĕретĕн те, кĕретсĕр те иртрĕç. Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче педагогсем Шупашкар хулин 65-мĕш шкулĕнче стажировкăра пулчĕç. Наталия Чернова, Светлана Сердцева, Татьяна Тихонова, Наталия Бурмистрова вĕрентекенсем чăваш чĕлхи урокĕсене ирттерчĕç, хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. Итлекенсем çĕнĕ пӗлӳ илнипе кӑмӑллӑ пулчӗҫ, урок ирттермелли ăслайсемпе мелсене ăса хыврĕç, 65-мĕш шкул вĕрентекенĕсен ăсталăхĕпе практикӑри опычӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче ирттернĕ занятисенче Анна Егорова доцент хальхи условисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес çул-йĕре уçăмлатрĕ. Практика занятийĕнче вĕрентекенсем республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне тишкерчĕç, хăйсем ăслав сочиненийĕ çырса пăхрĕç.
Вĕрентекенсен умĕнче çавăн пекех паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина калаçрĕ, чăваш чĕлхине упраса хăварас тата ăна аталантарас ĕçри çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Вĕрентекенсем Марина Федоровнăна кăсăкланса итлерĕç, чăвашсем хушшинче маттур та пултаруллă çынсем пулни вĕсен кăмăлне çĕклерĕ, малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕлĕве ÿстермелли курс кăсăклă, тухăçлă та усăллă пулнине палăртрĕç.