«Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

«Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

Тăван чĕлхепе культурăна аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ. Фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелерĕ, вăл икĕ тапхăрпа иртрĕ. Фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнче Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-мĕш – 4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй ирĕкĕпе хутшăнма пултарнă. Республика тапхăрне хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Конкурсăн республика тапхăрне Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисен, Ульяновск облаçĕн вĕренекенĕсенчен 4 номинаципе 124 видео роликĕ çитрĕ. 

Ачасем çĕннине пĕлес, пултарулăхне кăтартас тесе нумай тăрăшни курăнать, педагогсем ачасене май килнĕ таран пулăшу пани те сисĕнет. Паллах, çитменлĕхсем, тĕплĕн хатĕрленейменнипе якатсах çитереймен ĕçсем те тĕл пулаççĕ.

Жюри йышĕнчи культура ĕçченĕсем, сцена ăстисем уйрăмах çак самантсене шута илме ыйтаççĕ:

- пикесене чешкисемпе шурă колготкăсем тăхăнтарни вырăнлах мар: Пĕтĕм Раççей, тĕнче шайĕнче иртекен конкурссенче вĕсемшĕн балсене питĕ нумай чакараççĕ. Çак фестивальте хальлĕхе вĕсемшĕн балл чакарман;

- кăлтăксене пĕтерес тесен вĕрентекенсен чăваш ташшисемпе юррисен хăйне евĕрлĕхне, чăваш тумне тăхăнмалли уйрăмлăхсене шута илмеллине аса илтеретпĕр;

- кĕвĕ-çемĕ ритмне тытса пыман тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ, хусканусем кĕвĕпе çураçса тăмаççĕ;

- ташă лартнă чух сцена тăрăх вĕçĕмсĕр унталла-кунталла утса çӳрени çителĕксĕр, ташă хусканăвĕсене пурнăçламалла;

- чăваш ташши ташлама чăваш тумĕ кирлĕ, чикан тумĕн пайĕсене (волансене), пилĕк çинче пулмалли капăрсене (поясное украшение) кăкăр тĕлне, çуха çумне тĕлли-паллисĕр çĕлесе хунă тум тир ташша пăсать;

- вăйă лартнă чух педагог мĕн тумаллине каласа пыни йĕркеллĕ мар, вăйă йĕркине ачан ăнлантармалла. Пĕр номере йĕркелени уйрăмах килĕшрĕ: асламăшĕ мăнукне хăй ача чухне вылянă вăйă пирки каласа парать, мăнукĕ урама тухса юлташĕсемпе çав вăййа вылять;

- композици йĕркеленĕ чух режиссёр приёмĕсене сахал усă кураççĕ;

- ача-пăча юррисене сахал усă кураççĕ, ытларах çитĕннисен юрисем, ĕçкĕ-хăна юррисем тĕл пулаççĕ.

Фестивале хутшăннă пур ачана, пĕтĕм педагога вĕсен ĕçĕшĕн, иксĕлми хастарлăхĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх, хавхалану сунатпăр. 

Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен дипломĕсене илме Чăваш Республикин вĕренӳ институтне (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 225-мĕш пӳлĕм) пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн кĕрсе тухма ыйтатпăр. Сертификатсене электрон форматпа заявкăра кăтартнă адреспа пуш уйăхĕн 13-мĕшĕччен ăсатма палăртатпăр. 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем: 

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ 

e-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru 

Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен списокĕ.