Республикăн пĕрлехи экзаменне 2026 çулта тытма хатĕрленетпĕр
2026 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Наци библиотекинче «Чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленесси» семинар ирттерчĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикăн пĕрлехи экзаменĕн тытăмĕпе тата тĕллевĕпе, текст тишкермелли меслетлĕхпе паллашрĕç, тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентес ĕçе йĕркелемелли тухăçлă формăсене алла илчĕç, изложенипе сочинени çырма вĕрентмелли хăнăхăва аталантарса çирĕплетрĕç, шкул ачисен экзамента пулакан паллăрах йăнăшĕсене тишкерчĕç.
Красноармейски тăрăхĕн Упи вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Петровăпа Шупашкар тăрăхĕн Янăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Магазеева ачасене экзамена хатĕрлес ĕçри хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç.
Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертӳçи Галина Соловьева библиотека ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, электрон каталогпа усă курма вĕрентрĕ, изложени çырма хатĕрлентернĕ чух тĕрлĕ текст аудифайлĕсене ăçта шырамаллине кăтартрĕ.
Наци библиотеки тăрăшнипе семинара инçет мелпе те хутшăнма май пулчĕ, ку уйрăмах 9-мĕш класра вĕренекен ачасемшĕн меллĕ пулчĕ.
Семинар шкул ачисемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ.
