«Хунав» фестивале йыхравлатпăр!

«Хунав» фестивале йыхравлатпăр!

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасем валли «Хунав» республика фестивалĕ ирттерет.

Фестивале чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул çулне çитмен ачасене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе ирттерме палăртнă.

Мероприяти икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр 2026 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕччен пырать. Ку тапхăра район е хула администрацийĕн вĕренӳ пайĕсем ирттереççĕ.

2-мĕш тапхăра 2026 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен 18-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ иртет.

Фестиваль номинацийĕсем:

  1. «Илемлĕ чăваш юрри» («Красива и звучна чувашская песня») – ачасем чăвашла юрă юрлаççĕ.
  2. «Асамлă юмах тĕнчи» («Волшебный мир сказок») – ачасем пĕр-пĕр юмаха сценка евĕр чăвашла лартса кăтартаççĕ.
  3. «Янра, сăввăм, хыттăнрах» («Звучи, мой стих, сильнее») – ачасем сăвва чăвашла калаççĕ. 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ

e-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru

Положени



11 марта 2026
09:17
Поделиться