«Чăваш ачи чăвашах» фестивале йыхравлатпăр!
2026 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 10-мĕш фестивале йыхравлатпăр.
Фестиваль Калайкасси шкулĕнче иртет, 09.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш муниципалитет округĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский муниципальный округ, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3).
Фестивале тăватă енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).
Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/69a825f16d2d730140353ae0/ ссылкăпа пĕлтермелле .
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8 (83541) 65-2-53 – шкул директорĕ Ершова Татьяна Аркадьевна
8-927-846-11-73 – директор çумĕ Портнова Эльвира Владимировна
8-967-794-66-46 – чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Егорова Анна Семеновна
8-905-029-39-41 – чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ Петрова Людмила Германовна