Институтра çавра сĕтел материалĕсен пуххипе биобиблиографи кăтартмăшĕ кун çути курчĕç

Институтра çавра сĕтел материалĕсен пуххипе биобиблиографи кăтартмăшĕ кун çути курчĕç

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ вĕренÿ пособийĕсем, меслетлĕх кăтартăвĕсем, учебниксем хатĕрленисĕр пуçне учительсен меслетлĕх пухкăчĕ валли вĕренÿ ĕçĕнче усă курмалли статьясен пуххисем, сăмах кĕнекисем (словарьсем), тĕрлĕ кăтартмăшсем кăларма тăрăшать.

2026 çул пуçламăшĕнче икĕ ĕç кун çути курчĕç. Пĕри – институтăн регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ А.В. Кузнецов 50 çул тултарнине халалланă биобиблиографи кăтартмăшĕ (Кузнецов Александр Валерьянович: биобиблиографический указатель / сост. Н.М. Кузнецова, И.В. Ядранская; отв. ред. Ю.М. Виноградов; вступ. ст. Ж.В. Мурзиной; М-во образования Чувашской Республики; Чуваш. республ. ин-т образования. – Чебоксары: Своя типография, 2026. – 64 с.: ил.), тепри – чăваш чĕлхеҫи, чăваш чĕлхипе вĕрентӳ пособийĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов ҫуралнăранпа 80 ҫул тата чăваш чĕлхеҫи, лексиколог тата диалектолог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.В. Кузнецов ҫуралнăранпа 50 ҫул ҫитнине халалланă «Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене тĕпчес тата вĕрентес ĕç» регионсен пĕрлехи çавра сĕтелĕ материалĕсен пуххи (Исследование и преподавание родных языков в современных условиях: материалы Межрегионального круглого стола (г. Чебоксары, 30 января 2026 г.) / сост. И.В. Ядранская, А.В. Кузнецов, Ю.М. Виноградов; отв. ред. Ж.В. Мурзина. – Чебоксары: ЧРИО, 2026. – 144 с.).

Вĕсемпе институт сайчĕн «Вĕренÿ хатĕрĕсем – шкулсем валли. Пособия для школ» страницинче тĕплĕнрех паллашма пулать.



04 марта 2026
11:40
Поделиться