Интернет олимпиада çĕнтерӳçисене саламлатпăр!
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ. Олимпиадăна 5–11-мĕш классенче вĕренекен 350 яхăн ача хутшăнчĕ, çав шутра республика тулашĕнчен (Тутар Республикин Нурлат, Çĕпрел, Элкел, Теччĕ, Çарăмсан, Павлă, Аппас, Пĕкĕлме, Аксу районĕсенчи 23 ача; Пушкăрт Республикин Авăркас, Куюргазă, Кармаскала, Пишпӳлек районĕсенчи 7 ача) – 30 вĕренекен.
Интернет олимпиадăна кăçал Çĕрпӳ, Патăрьел, Вăрмар, Муркаш, Канаш, Вăрнар, Куславкка муниципалитет округĕсен тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула округĕсен шкул ачисем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç.
Жюри пайташĕсем хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн ачасенчен ытларахăшĕ чăваш чĕлхин нормисене пĕлменнипе, вырăс чĕлхи витĕмĕпе, çавăн пекех мĕн тумаллине тимлĕ вуламаннипе ытларах йăнăш тунине палăртрĕç.
Малашне шута илме, тăтăш тĕл пулакан йăнăшсенчен хăтăлма хăш-пĕр заданисемпе тата тĕрĕс хуравсемпе паллаштаратпăр:
- Предложение тÿрлетĕр.
Йăлăхтармарăм-и, ачасем, эп сире?
Хурав: Ачасем, эп сире йăлăхтармарăм-и?
- Хĕл кунĕсем лайăх ирччĕр предожение тӳрлетĕр.
Хурав: Хĕл кунĕсем лайăх иртчĕр.
- Предложение вуласа тухăр та йăнăш тупăр, вăл мĕнпе çыхăннине ăнлантарăр, тĕрĕс епле каламаллине кăтартăр.
Пăрлă шыва пилĕк таран кĕрсе вăрах вăхăт ĕçлени те сахал мар пулнă.
Хурав: Предложенин çуклăхне йăнăш кăтартнă. Тӳрлетме 2 мел пур: çуклăха сыхласа Пăрлă шыва пилĕк таран кĕрсе вăрах вăхăт ĕçлени те сахал пулман темелле е пурлă преждложени тумалла: Пăрлă шыва пилĕк таран кĕрсе вăрах вăхăт ĕçлени те нумай пулнă.
- Саламлама усă курнă Çĕнĕ çулпа! предложение тӳрлетсе çырăр.
Хурав: Çĕнĕ çул ячĕпе саламатăп! е Çĕнĕ çул çитнĕ ятпа саламатăп!
- Йăнăшлă предложени хăшĕ?
1) Ырă кун пултăр!
2) Ырă каç пултăр!
3) Ырă ир пултăр!
4) Ăнăçлă кун пултăр!
Хурав: Йăнăшлă предложени – 3-мĕшĕ.
- Хĕвел анать те, каç пулать предложени хутсăр маррине ĕнентерĕр.
Хурав: а) подлежащипе сказуемăй пек çыхăнакан сăмахсем – икĕ мăшăр: 1) хĕвел анать, 2) каç пулать; ă) хутлă предложенин пайĕсене çыхăнтарнăран те союз хыççăн запятой лартнă.
- Кашниех çак кун пилеш, хăва, шăлан е çĕмĕрт хулли хатĕрленĕ. Чавса вăрăмăш хăма татăкĕнчен шакăртма тунă. Килсерен çӳресе хуралта, выльăх-чĕрлĕхе, кил хуçине пилеш хуллипе чир-чĕр кайтăр тесе çапса илнĕ.
Хурав: Сĕрен, вирĕм.
- Схемисем пĕрешкел сăмах майлашăвĕсем хăшĕсем?
1) çĕнĕ хваттере куçакан кашни çамрăк
2) Красноармейски округĕн «Ял пурнăçĕ» хаçачĕ
3) йӳнĕ синтетика пусмаран çĕленĕ çи-пуç
4) чĕрĕ йывăс сутакан ятарлă пасар
Хурав: 1-мĕшпе 4-мĕш.
- Виçĕ пин тенкĕ сăмах майлашăвне камăнлăхпа пару падежĕсене лартса çырăр.
Хурав: виçĕ пин тенкĕн, виçĕ пин тенке.
- Çĕнĕ 2026-мĕш çулпа! предложение кирлĕ пек тӳрлетсе çырăр.
Хурав: Çĕнĕ 2026-мĕш çул ячĕпе саламлатăп!
11. Йăнăш тупăр. Тÿрлетнĕ сăмаха çырăр.
Профессор пире чей ĕçме сĕнчĕ, хăйне валли пĕр стаканне илчĕ.
Хурав: хăйĕн валли.
Тĕпрен илсен, олимпиада аван иртрĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен шутне 5–6-мĕш классенче вĕренекен 74 ача, 7–8-мĕш классенче вĕренекен 53 ача, 9–11-мĕш классенче вĕренекен 51 ача кĕчĕ.
Олимпиадăна хутшăннă мĕн пур ачана, вĕрентекене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсене саламлатпăр, вĕренӳре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă электрон почта адресĕпе ярса паратпăр. Документсене нарăсăн (февралĕн) 21-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
Йĕркелӳ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143.